Romans 12
Христоспа пӗрлӗхлӗ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ
1Эй, тӑванӑмсем! Турӑ ырӑлӑхӗн ячӗпе тархаслатӑп сире: хӑвӑр ӳт-пӗвӗре чӗрӗ парнелӗхе Турра кӳрӗр, вӑл сӑваплӑ та юрӑхлӑ пултӑр. Турӑшӑн ҫапла тӑрӑшни ӑслӑ-тӑнлӑ туни пулать. 2Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр. 3Хама панӑ апостол ирӗкӗпе усӑ курса сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑра мӑнна ан хурӑр; хӑвӑра сӑпайлӑн, Турӑ панӑ ӗненӳпе виҫеллӗн хаклӑр. 4Этемӗн пӗр ӳт-пӳ; ӳт-пӳ пайӗсем нумай, кашни пайӗ хӑйӗн ӗҫне тӑвать. 5Эпир те ҫавнашкалах: Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса пурте пӗр ӳт-пӳ шутланатпӑр, уйрӑмшарӑн вара пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тӑракан ӳт-пӳ пайӗсем пулатпӑр. 6Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр. 7Кама Турӑ ячӗпе ҫынсемшӗн тӑрӑшма панӑ – тӑрӑштӑр, Турӑ сӑмахне вӗрентекен пулсан – вӗренттӗр, 8ӳкӗтлекен пулсан – ӳкӗтлетӗр, валеҫекен пулсан – таса чунпа валеҫтӗр, пуҫлӑх пулсан – тӑрӑшса ертсе пытӑр, пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшакан пулсан – савӑнсах пулӑштӑр. 9Юратанҫи пулса мар, пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратӑр. Усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр. 10Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр. 11Яланах тӑрӑшуллӑ пулӑр, чун-чӗрӗре ҫунтарӑр, Хуҫамӑршӑн ӗҫлесе тӑрӑр. 12Шанчӑкӑр сире савӑнӑҫ кӳтӗр, хуйхӑ килсен тӳсӗмлӗ пулӑр, Турра яланах кӗлтӑвӑр. 13Ӗненекен тӑванӑрсене кирлӗ чухне пулӑшӑр, ютран килнисене хапӑл тӑвӑр. 14Хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ан ылханӑр, ырӑ сунӑр. 15Савӑнаканпа пӗрле савӑнӑр, йӗрекенпе пӗрле йӗрӗр. 16Хӑвӑр хушшӑрта пӗр шухӑшлӑ пулӑр, пуҫ каҫӑртса ҫӳрес вырӑнне йӑвашшисем пек пулма тӑрӑшӑр, хӑвӑра мӑнна ан хурӑр. 17Усала хирӗҫ усалпа никама та ан тавӑрӑр, ҫынсемшӗн мӗн ырӑ – ҫавна тӑвӑр. 18Май пур пулсан пуринпе те ҫураҫуллӑн пурӑнӑр. 19Тусӑмсем! Усал тунишӗн ан тавӑрӑр, Турӑ ҫилли ҫитессе шанӑр. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «„Тавӑру ирӗкӗ Манра, тавӑраканӗ Эпӗ пулӑп“, – тет Хуҫа Турӑ». 20Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӑшману выҫӑ пулсан, ӑна ҫитер; ӑшӗ хыпнӑ пулсан, ӗҫтер. Ҫапла тунипе вӑл намӑсне ниҫта чикме пӗлмӗ. 21Усала ан парӑн, усала ырӑпа ҫӗнтер.
Copyright information for
ChvIBTNT