‏ Romans 13

Влаҫсене пӑхӑнасси

1Кирек епле чун та аслӑ влаҫсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, мӗншӗн тесен влаҫлӑ пурӑнӑҫ йӗркине Турӑ тунӑ, кирек епле влаҫ та Турӑран. 2Ҫавӑнпа та влаҫсене хирӗҫлекенсем Турӑ йӗркине хирӗҫ каяҫҫӗ. Хирӗҫлекенсем вара хӑйсемшӗн хӑйсемех айӑплав тупӗҫ. 3Ырӑ ӗҫ тӑвакан влаҫсенчен хӑрамасть, усал ӗҫ тӑвакан хӑрать. Влаҫсенчен хӑрамасӑр пурӑнас килет-и? Ырӑ ту, вара вӗсем сана мухтӗҫ. 4Пуҫлӑх вӑл – санӑн ырлӑхушӑн тӑрӑшакан Турӑ тарҫи. Усал тӑватӑн пулсассӑн – хӑра; пуҫлӑха ахальтен хӗҫ паман. Вӑл – Турӑ тарҫи, усал тӑвакана тавӑрать, айӑп хурать. 5Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене айӑпласран хӑранипе кӑна мар, чун хушнипе те пӑхӑнмалла. 6Вӗсем Турӑ тарҫисем пулса сирӗншӗн ялан тӑрӑшнӑран эсир налук тӳлетӗр те. 7Ҫапла вара, кашнинех памаллине парӑр: кама – налук, кама – хисеп, кама – чыс.

Ҫывӑх ҫынна юратасси

8Хире-хирӗҫле юратулӑх тивӗҫӗсӗр пуҫне, никама та нимӗнпе те парӑмлӑ ан пулӑр. Ҫынна юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать. 9Мӗншӗн тесен «мӑшӑрна ан ултала», «ан вӗлер», «ан вӑрла», «судра суйса ан пӗлтер», «ҫынӑнне ан хапсӑн» текеннисен тата ытти пил-хушусен тӗшши ҫак сӑмахсенче: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 10Юратулӑх ҫывӑх ҫынна усал тумасть. Ҫапла вара, юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать.

Христос килес кун ҫывхарать

11Эсир те ҫапла пурӑнӑр. Эпир халӗ мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлетӗр. Пирӗн ыйхӑран вӑранас вӑхӑт ҫитрӗ. Халӗ пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах. 12Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар. 13Эппин, кун ҫутинчи пек йӗркеллӗ пурӑнар. Намӑссӑрланса та ӗҫке ярӑнса, ясарланса та аскӑнланса, хирӗҫсе те кӗвӗҫсе пурӑнар мар. 14Ун вырӑнне, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненсе, хӳтлӗх тумне тӑхӑнар. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каяс мар тесен, ӳт-пӳшӗн виҫине пӗлсе тӑрӑшар.
Copyright information for ChvIBTNT