Romans 14
Ҫывӑх ҫыннуна ан айӑпла
1Хавшак ӗненӳллӗ ҫынна хӑвӑр йыша илӗр, анчах та ӑна шухӑшӗсемшӗн ан ӳпкелӗр. 2Калӑпӑр, пӗри йӑлтах ҫиме юрать тесе шухӑшлать, тепри, хавшак ӗненӳлли, пахча ҫимӗҫ кӑна ҫиет. 3Апат тиркеменни апат уякана ан мӗскӗнлеттӗр. Апат уяканни те апат тиркеменнине айӑпласа ан калаҫтӑр, мӗншӗн тесен вӑл та Туррӑн. 4Эсӗ, ют чурана айӑплаканскер, ху камах вара? Вӑл хӑй Хуҫи умӗнче тӑрать-и, ӳкнӗ-и – ӑна Хуҫи пӗлет. Ӳкнӗ пулсан, Турӑ ӑна ури ҫине тӑратма та пултарать. 5Хӑшӗ кунпа куна тиркет, хӑшӗ пур куна пӗре хурать. Кам мӗнле шухӑшлать, ҫапла пурӑнтӑр. 6Кунсене уяканни Хуҫа Турӑшӑн уять. Кунсене тиркеменни те Хуҫа Турӑшӑн тиркемест. Апат тиркеменни Хуҫа Турӑшӑн тиркемест, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав туса ҫиет. Апат уяканни те Хуҫа Турӑшӑн уять, мӗншӗн тесен вӑл та Турра тав тӑвать. 7Пурӑнасса та эпир хамӑршӑн пурӑнмастпӑр, вилессе те эпир хамӑршӑн вилместпӗр. 8Пурӑнсан та – Хуҫа Турӑшӑн пурӑнатпӑр; вилсен те – Хуҫа Турӑшӑн вилетпӗр. Эпир яланах Хуҫамӑрӑн. 9Мӗншӗн тесен Христос вилнисемпе чӗррисен Хуҫи пулмашкӑн вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те. 10Эсӗ ӗненекен тӑванна мӗншӗн айӑплатӑн? Эсӗ тата? Хӑвӑн тӑванна мӗншӗн мӗскӗнлететӗн? Пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла пулать-ҫке! 11Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «„Пурте Манӑн умра чӗркуҫленӗҫ, пурте Турра чӗлхи-ҫӑварӗпе мухтӗҫ. Ҫакӑ Эпӗ пурри пекех чӑн“, – тет Хуҫа Турӑ». 12Ҫапла вара, пирӗнтен кашниех харпӑр хӑйшӗн Турӑ умӗнче явап тытӗ.Ӗненекен тӑванна такӑнмашкӑн сӑлтав ан пар
13Малашне пӗр-пӗрне айӑплар мар. Айӑплас вырӑнне тӑванӑма такӑнмашкӑн е ӳкмешкӗн сӑлтав парас марччӗ тесе тӑрӑшар. 14Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпӗ ҫакна ҫирӗп ӗненетӗп: хӑйне тӗллӗн нимӗн те таса мар пулмасть. Кам мӗне те пулин таса мар тесе шутлать, ҫавӑ уншӑн таса мар. 15Тӑвану уякан апата ҫисе ӑна кӳрентеретӗн пулсан, эппин юратуллӑ пурӑнмастӑн. Христос уншӑн та вилнӗ, эппин апата пула тӑванна вилӗмлӗ ан ту. 16Ҫапла вара, саншӑн лайӑххи теприншӗн тиркемелле ан пултӑрччӗ. 17Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫме-ҫиме таврашӗ мар, Святой Сывлӑш паракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ. 18Кам ҫапла пурӑнса Христосшӑн тӑрӑшать, ҫав Турра та юрӑхлӑ, ҫынсем умӗнче те хисеплӗ. 19Эппин, пӗр-пӗрне килӗштерсе, ӗненӳре ҫирӗплетсе пурӑнмалли майсене шырар. 20Апат-ҫимӗҫ таврашне пула Турӑ ӗҫне ан пӑс. Пур апат-ҫимӗҫ те таса, анчах та тӑвану тиркекен апата ҫини начар. Ҫапла туса эсӗ ӑна ҫылӑха кӗртетӗн. 21Эсӗ аш ҫини, эрех таврашӗ ӗҫни тӑванна ҫылӑха кӗртет пулсан – ан ҫи, ан ӗҫ. Тӑванна такӑнтаракан, ӳкерекен, ӗненӗве хавшатакан нимӗнле ӗҫ те ан ту. 22Санӑн ӗненӗвӳ пур-и? Пур пулсассӑн, ӑна хӑвӑн ӑшӑнта, Турӑ умӗнче упра. Хӑй суйласа илнӗ япалашӑн хӑйне айӑпламан ҫын телейлӗ. 23Иккӗлене-иккӗленех ҫиекене вара Турӑ айӑплать, мӗншӗн тесен вӑл ӗненӗвӗпе килӗшӳллине тумасть. Ӗненӳпе килӗшсе тӑманнине туни вара – ҫылӑх.Мухтав сӑмахӗсем
24Турра мухтав. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ – Иисус Христосах вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар урлӑ – Турӑ сире ҫирӗплетет. Ырӑ Хыпар – мӗн ӗмӗртен пытарӑннӑ вӑрттӑнлӑх, 25халӗ ҫав вӑрттӑнлӑха Турӑ уҫса пачӗ. Ӑна пире ӗмӗрхи Турӑ пророксене ҫыртарнӑ сӑмахпа пӗлтернӗ. Ӗненме пуҫлаччӑр тесе, Хӑйне пӑхӑнччӑр тесе, Турӑ ҫав вӑрттӑнлӑха пур халӑха та хыпарламалла турӗ. 26Ӑслӑран та Ӑслӑ Пӗртен-пӗр Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр. Аминь.
Copyright information for
ChvIBTNT