‏ Romans 15

Ҫывӑх ҫыннӑрсен кӑмӑлне юрама тӑрӑшӑр

1Пирӗн, вӑйлисен, хамӑршӑн кӑна тӑрӑшмалла мар, хавшак чунлисен ҫитменлӗхӗсене те каҫарма пӗлмелле. 2Пирӗнтен кашниех, ҫывӑх ҫыннине ырра килтӗр тесе, унӑн кӑмӑлне юрама тӑрӑштӑр. Ҫапла туни ӑс паниех пулать. 3Мӗншӗн тесен Христос та Хӑй кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшман. Ҫырнинче каланӑ пек: «Сана хурлакансен хурри Мана тиврӗ». 4Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр. 5 6Турра, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗне, пӗр кӑмӑлтан, пӗр ҫӑвартан мухтамашкӑн, Иисус Христос вӗрентнӗ пек пӗр шухӑшлӑн пурӑнмашкӑн тӳсӗмлӗхпе лӑплану Турри сире пархатар патӑр.

Ырӑ Хыпар пур халӑхсемшӗн те

7Ҫавӑнпа та, Турӑ мухтавӗшӗн сире Христос епле хапӑл тунӑ, эсир те пӗр-пӗрне ҫавнашкалах хапӑл тӑвӑр. 8Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ чӑннине кӑтартмашкӑн Христос ӳт кастарнисен тарҫи пулнӑ. Ҫакна Вӑл иудейсен мӑн аслашшӗсене панӑ сӑмаха тытас тесе тунӑ. 9Урӑх халӑхсем те Турра мухтаччӑр тесе, Вӑл, Хӑйӗн ырӑлӑхне пула, вӗсен тарҫи те пулнӑ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Эй, Турӑҫӑм, Сана уншӑн ытти халӑхсем хушшинче чапа кӑларӑп, Санӑн ятна мухтаса юрлӑп». 10Тата Ҫырнинче каланӑ: «Эй, ытти халӑхсем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр!» 11Тата: «Эй, мӗн пур урӑх халӑхсем, Хуҫа Турра мухтӑр! Мӗн пур халӑхсем, Ӑна чапа кӑларӑр!» – тенӗ. 12Исаия та ҫапла каланӑ: «Иессей ӑрӑвӗнчи килӗ те халӑхсемпе пуҫ пулӗ, ытти халӑхсемшӗн шанчӑк пулӗ». 13Шанчӑклӑх Турри сирӗн чун-чӗрӗре, хӑвӑр ӗненнине кура, тӗрлӗ савӑнӑҫпа, канӑҫлӑхпа тултартӑр. Вара шанчӑкӑр Святой Сывлӑш хӑвачӗпе татах ҫирӗпленӗ.

Павелӑн тӗн сарас ӗҫӗ

14Эй, тӑванӑмсем! Эсир ырӑ та тулли кӑмӑллӑ, нумай пӗлӳллӗ пулнине, пӗр-пӗрне вӗрентме пултарнине шанса тӑратӑп. 15Анчах та, сире асӑрхаттарас тесе, хӑш-пӗр япаласем пирки эпӗ хӑюллӑрах та ҫыртӑм. Турӑ панӑ пархатарпа 16манӑн ытти халӑхсемшӗн Иисус Христос тарҫи пулмалла, священник тивӗҫӗпе вӗсене Туррӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентмелле. Эпӗ Турра пӗлмен халӑхсене Турра кӳретӗп. Святой Сывлӑшпа сӑваплатса кӳнӗ ҫав парнем Турра юрӑхлӑ пултӑр. 17Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма ирӗкӗм пур. 18Тунӑ ӗҫӗмпе тени те тӗрӗсех мар-ха. Чӑннипе, эпӗ ытти халӑхсене Христос панӑ сӑмахпа тата ӗҫпе ӗнентеретӗп. 19Ҫакӑ вӑл тӗрлӗрен паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсен хӑвачӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе пулса пырать. Ҫапла майпа эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирик таран сарма пултартӑм. 20Эпӗ яланах Ырӑ Хыпара Христос ячӗ ҫинчен илтмен вырӑнсенче пӗлтерсе ҫӳреме тӑрӑшрӑм, урӑххисем вӗрентсе хывнӑ никӗспе усӑ курас темерӗм. 21Ҫырнинче каланӑ пек: «Ун ҫинчен хыпар пӗлменнисем Ӑна курӗҫ, илтменнисем пӗлӗҫ».

Павел Рима кайма шухӑшлани

22Ҫав сӑлтава пула эпӗ халиччен те сирӗн патӑра ҫитсе кураймарӑм. 23Халӗ ҫав ҫӗрсенче эпӗ ҫитмен вырӑн юлмарӗ ӗнтӗ, сирӗнпе курнӑҫас тахҫанхи ӗмӗтӗме тултарса, 24Испание кайма тухсанах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. Ҫула май сирӗнпе курнӑҫасса шанатӑп. Сирӗнпе пӗр вӑхӑт кӑмӑл туличчен калаҫсан эсир мана малалла кайма пулӑшасса та шанатӑп. 25Халӗ вара эпӗ Иерусалима, унти ӗненекенсене пулӑшма, ҫула тухатӑп. 26Мӗншӗн тесен Македонири тата Ахаияри ӗненекенсем Иерусалимри чухӑн ӗненекенсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарса парса ячӗҫ. 27Вӗсем тӑрӑшнине ырламалла. Тепӗр тесен, вӗсем Иерусалимри ӗненекенсене парӑмлӑ та. Иерусалимрисен чун-чӗм пуянлӑхӗпе ытти халӑхсем те усӑ кураҫҫӗ пулсан, ун вырӑнне вӗсен ӳт-пӗве кирлӗ пуянлӑхпа тавӑрса памалла. 28Ҫак ӗҫ-пуҫсене туса пӗтерсен, хама шанса панӑ укҫа-тенкӗне вӗсене леҫсе парсан, эпӗ Испание кайма тухӑп. Вара, ҫула май, сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. 29Пырсассӑн эпӗ Христос Ырӑ Хыпарӗн тулли пиллӗхне сире ҫитерсе парасса шанатӑп.

30Эй, тӑванӑмсем! Сире Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе, Святой Сывлӑш юратулӑхӗпе тархасласа йӑлӑнатӑп: хам кӗлтунӑ пекех, эсир те Турра маншӑн тӑрӑшса кӗлтӑвӑр. 31Манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсен хурри пулас марччӗ, эпӗ тӑрӑшни Иерусалимри ӗненекен тӑвансемшӗн усӑллӑ пултӑрччӗ. 32Вара эпӗ Турӑ ирӗкӗпе сирӗн патӑра савӑнсах ҫитӗттӗм, сирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх тупӑттӑм. 33Канӑҫлӑх Турри сирӗнпеле пултӑр. Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT