Romans 16
Ятран салам яни
1Эпӗ сире Кенхрен чиркӗвӗнчи ӗненекен тӑванӑмӑрпа, Фива ятлӑ диакониссӑпа ▼▼Диаконисса – малтанхи чиркӳсенчи тирпей-йӗркене пӑхса тӑракан хӗрарӑм.
, паллаштарасшӑн. 2Эсир ҫав хӗрарӑма Хуҫа Турӑ ячӗпе, ӗненекенсене тивӗҫлӗ пек, хапӑл тусамӑр. Хӑвӑр патӑрта ӑна мӗн кирлипе пулӑшсамӑр. Вӑл хӑй те нумайӑшне, ҫав шутрах мана та, пулӑшнӑ. 3Иисус Христос ӗҫӗнчи юлташӑмсене Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр. 4Вӗсем ман чунӑмшӑн пуҫӗсене хума та хатӗр пулчӗҫ. Вӗсене пӗр эпӗ кӑна мар, Христоса ӗненекен ытти халӑх ҫыннисен чиркӗвӗсем те пурте тав тӑваҫҫӗ. Вӗсен килти чиркӗвне пухӑнакансене те манран салам калӑр. 5Хаклӑ Епенет тусӑма, Ахаияра Христоса ӗненме пуҫлакансенчен пӗри пулнӑскерне, манран салам калӑр. 6Хамӑршӑн вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ Мариама та салам яратӑп. 7Тӑван халӑхӑм ҫыннисене Андроникпа Юнияна та манран салам. Вӗсем манпа пӗрле тӗрмере ларнӑччӗ, апостолсем хушшинче те вӗсем паллӑ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Христоса ӗненме те вӗсем манран маларах пуҫланӑччӗ. 8Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ савнӑ Амплие салам калӑр. 9Хамӑрпа пӗрле Христосшӑн тӑрӑшакан Урбана тата хаклӑ Стахияна та салам. 10Ӗненӳре тӗрӗсленнӗ Апеллеса, чӑн-чӑн Христос ҫыннине, салам калӑр. Аристовулӑн ӗненӳри шанчӑклӑ кил-йышне те салам ҫитерӗр. 11Тӑван халӑхӑм ҫыннине Иродиона та манран салам. Наркисс кил-йышӗнчисене те, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлисене, салам калӑр. 12Хуҫамӑршӑн вӑй хуракан хӗрарӑмсене, Трифенпа Трифоса, манран салам. Хуҫамӑршӑн нумай тӑрӑшнӑ хаклӑ Персидӑна та манран салам ҫитерӗр. 13Хуҫамӑра ӗненнипе палӑрнӑ Руфа тата унӑн амӑшне салам калӑр. Эпӗ хам та ӑна аннем вырӑннех хуратӑп. 14Асинкрита, Флегонта, Ерма, Патрова, Ермие тата вӗсемпе хутшӑнса пурӑнакан ытти ӗненекенсене те манран салам. 15Юлияпа Филолога, Нирейпа аппӑшне, Олимпана тата вӗсемпе хутшӑнса пурӑнакан мӗн пур ӗненекенсене салам калӑр. 16Пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса ырӑ сунӑр. Христос чиркӗвӗсем те пурте сире салам яраҫҫӗ. 17Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр. 18Вӗсем Иисус Христос Хуҫамӑршӑн мар, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; япшар чӗлхисемпе йӑпӑлтатса, ырӑ пулса, айваннисене улталаҫҫӗ. 19Эсир ӗненӗве чунпа парӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ те сирӗншӗн савӑнатӑп. Ҫапах та ман сире ҫакна калассӑм пур: ырӑ тума ӑста пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр. 20Канӑҫлӑх Турри часах шуйттана ҫапса антарӗ, сирӗн урӑр айне тӑвӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр! Аминь. 21Ӗҫри юлташӑм Тимофей тата тӑван халӑхӑм ҫыннисем Луций, Иасон, Сосипатр сире салам яраҫҫӗ. 22Эпӗ те, ҫак ҫырӑва ҫырма пулӑшакан Тертий, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗскер, сире салам яратӑп. 23Гаий те сире салам калать. Ютран килнӗ ӗненекенсем ун килӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ, мана та вӑл хапӑл турӗ. Сире хула хыснин управҫи Ераст тата Кварт тӑванӑм салам яраҫҫӗ. Сире пурне те Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр! Аминь ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук.
.24
Copyright information for
ChvIBTNT