‏ Romans 2

Туррӑн тӗрӗс сучӗ

1Эй, этем! Ыттисене айӑплатӑн пулсан, ху та тӳрре тухаяс ҫук. Эсӗ ыттисене мӗнле судпа айӑплатӑн, ху та ҫав судпах айӑпланатӑн. Мӗншӗн тесен, ху та ҫавнах тӑватӑн пулин те, ыттисене айӑплатӑн. 2Унашкал хӑтланакансене Турӑ тӗрӗс суд тӑвасса эпир пӗлетпӗр-ҫке. 3Эй, этем! Эсӗ унашкал хӑтланакансене айӑпласа, ху та ҫавнашкалах хӑтланса пурӑнса, Турӑ судӗнчен тарса юлӑп тетӗн-им? 4Тен, эсӗ Туррӑн аслӑ кӑмӑлне, йӑвашлӑхне тата нумай тӳсӗмлӗхне ним вырӑнне те хумастӑн? Турӑ кӑмӑлӗ сана ӳкӗнтересшӗн пулнине те ӑнланмастӑн-и? 5Анчах та эсӗ кутӑн, ӳкӗнес теместӗн, ху валли хӑвах ҫилӗ пуҫтаратӑн. Турӑ ҫиллин кунӗнче Унӑн тӳрӗ судне эсӗ курӑн-ха. 6Турӑ кашнинех ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ: 7яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ; 8кутӑннисене, чӑнлӑха пӑхӑнас темесӗр усала парӑннисене – хаярлӑхпа ҫилӗ. 9Усал тӑвакан кирек епле этеме те – чи малтан иудея, унтан ытти халӑх ҫыннине – хуйхӑпа асап пулӗ! 10Ырӑ тӑвакан кирек епле этеме те – малтанах иудея, унтан ытти халӑх ҫыннине – чыс та мухтав, канӑҫлӑх пулӗ! 11Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламасть.

12Моисей саккунне пӗлмен халӑх ҫыннисен, ҫылӑха кӗрсессӗн, саккун тулашӗнчех пӗтмелле пулӗ. Моисей саккунне пӗлекенсен вара, ҫылӑха кӗрсессӗн, саккунпа айӑпланмалла пулӗ. 13(Мӗншӗн тесен Турӑ умӗнче саккуна илтнисем мар, саккуна пурнӑҫлакансем тӳрре тухӗҫ. 14Моисей саккунӗсӗр урӑх халӑх ҫыннисем чун-чӗре туртӑмӗпе саккун хушнӑ пек тӑваҫҫӗ пулсан, эппин ҫав саккун вӗсен чун-чӗринче пур. 15Ҫапла вара, саккун хушнисене вӗсем чун-чӗрипе туяҫҫӗ. Ҫакна вӗсен чунӗ тата шухӑшлавӗ ҫирӗплетет: вӗсем хӑйсене пӗрре айӑплаҫҫӗ, тепре тӳрре кӑлараҫҫӗ.) 16Кама мӗн тавӑрса парасси вара, эпӗ вӗрентекен Ырӑ Хыпар тӑрӑх, суд кунӗнче палӑрӗ. Ун чухне Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсен вӑрттӑн ӗҫӗсене суд тӑвӗ.

Иудейсем тата саккун

17Акӑ, эсӗ хӑвна иудей тетӗн, саккуна шанса хӑвна лӑплантаратӑн, Турӑпа мухтанатӑн. 18Эсӗ Турӑ ирӗкне те пӗлетӗн, саккунран вӗренсе мӗн лайӑххине те ӑнкаратӑн. 19 20Пӗлӳпе чӑнлӑх – саккунра тетӗн эсӗ. Саккуна пӗлнӗрен эсӗ хӑвна суккӑрсене ҫавӑтса пыракан, тӗттӗмрисене ҫутӑ паракан, вӗренмен ҫынсене вӗрентекен, ӑссӑррисене ӑс паракан тесе шухӑшлатӑн. 21Епле-ха эппин эсӗ, ыттисене вӗрентсе, хӑвна ху вӗрентместӗн? 22«Ан вӑрла», – тесе вӗрентетӗн, ху мӗншӗн вӑрлатӑн? «Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне улталамалла мар», – тесе вӗрентетӗн, ху мӗншӗн улталатӑн? Суя турӑ кӗлеткисенчен йӗрӗнетӗн, анчах ҫав кӗлеткесем ларакан керменсене ҫаратма мӗншӗн йӗрӗнместӗн? 23Эсӗ, саккунпа мухтанаканскер, мӗншӗн саккуна пӑсса Турӑ ятне хисепрен кӑларатӑн? 24Ҫырнинче каланӑ пек, сирӗн пирки урӑх халӑх ҫыннисем Турӑ ятне хурлаҫҫӗ. 25Ӳт кастарни саккун хушнисене пурнӑҫласан ҫеҫ пӗлтерӗшлӗ. Енчен те эсӗ саккуна пӑхӑнмастӑн пулсан, ӳт кастарнинчен ним усси те ҫук. 26Ҫапла вара, ӳт кастарман ҫын саккун хушнине пурнӑҫлать пулсан, ӳт кастарманнине ӳт кастарни шутнех кӗртмӗҫ-и? 27Санӑн ҫырнӑ саккун пур, эсӗ ӳт кастарнӑ, ҫапах та саккуна пӑсатӑн. Ӗнтӗ сана саккун хушнине пурнӑҫлакан, ӳт кастарман ҫынах айӑпламӗ-и? 28Мӗншӗн тесен тулашӗнчен иудей пек курӑннипех чӑн-чӑн иудей пулаймӑн, тулашӗнчен ӳт кастарни те чӑн-чӑн ӳт кастарниех мар. 29Кам чунӗпе иудей, ҫав чӑн-чӑн иудей. Ячӗшӗн мар, чун-чӗре хушнипе ӳт кастарни ҫеҫ чӑн-чӑн ӳт кастарни пулать. Ун пек ҫынна этем мухтавӗ мар, Турӑ мухтавӗ пулӗ.
Copyright information for ChvIBTNT