Romans 4
Авраам тӗслӗхӗ
1Хамӑр мӑн асаттемӗр Авраам ҫинчен мӗн калама пулать? Хӑй тӑрӑшнипе вӑл мӗнле тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ-ха? 2Енчен те Авраам ӗҫӗсемпе тӳрре тухнӑ пулсан, вӑл Турӑ умӗнче мар, ҫынсем умӗнче мухтава тивӗҫ. 3Ҫырнинче мӗн каланӑ-ха? «Авраам Турра ӗненнӗ, Турӑ ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ». 4Ӗҫлекене тӳлени вӑл хӗрхенсе пани мар, тивӗҫлине тавӑрса пани. 5Турӑ Хӑйне хисеплеменнисене те тӳрре кӑларма пултарать. Енчен те ҫын хӑйӗн ӗҫне мар, Турра шанать пулсан, Турӑ унӑн ӗненӗвне тӳрӗлӗх шутне кӗртет. 6Ӗҫне шута илмесӗрех Турӑ тӳрре кӑларнӑ ҫынна Давид та телейлӗ тенӗ. 7«Йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ ҫын, ҫылӑхӗсене тасаттарнӑ ҫын телейлӗ. 8Ҫылӑхне Хуҫа Турӑ шута илмен ҫын телейлӗ». 9Ҫак телее кам илейӗ? Ӳт кастарни е ӳт кастарманни? «Авраам Турра ӗненнӗ, Турӑ ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ», – тетпӗр эпир. 10Авраам хӑҫан тӳрре тухнӑ? Ӳт кастариччен е ӳт кастарнӑ хыҫҫӑн? Ӳт кастарнӑ хыҫҫӑн мар, ӳт кастаричченех. 11Ӳт кастарнин паллине те вӑл ӗненӳ урлӑ илнӗ тӳрӗлӗх палли пек илнӗ. Вӑл ӳт кастарман чухнех Турра ӗненнӗ. Ҫапла вара Авраам, ытти халӑхсем те тӳрре тухма пултарччӑр тесе, ӳт кастарман мӗн пур ӗненекенсен ашшӗ пулса тӑнӑ. 12Ӳт кастарнисем те ҫав ӗненӳ ҫулӗпех пыраҫҫӗ пулсан – Авраам вӗсен ашшӗ те пулса тӑрать. Пирӗн аттемӗр Авраам та ӳт кастаричченех ӗненнӗ.Сӑмах парса шантарни ӗненӳ урлӑ пурнӑҫланать
13Авраама тата унӑн йӑхне тӗнче еткерҫисем пулмашкӑн саккун урлӑ мар, ӗненсе тӳрре тухнӑшӑн сӑмах парса шантарнӑ. 14Саккуна пӑхӑннипех еткер илме май пур пулсан, эппин ӗненӳ усӑсӑр, Турӑ Авраама сӑмах пани пустуй пулса тухать. 15Саккун вара Турӑ тавӑрӑвне илсе килет: саккун ҫук пулсан, ӑна пӑсасси те ҫук. 16Ҫапла ӗнтӗ, Хӑй шантарнине пурте илме пултарччӑр тесе, ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ ӑна ӗненӳшӗн пама пулнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ шантарни Авраам йӑхӗнчисемшӗн пуриншӗн те: саккуна тытса пыракансемшӗн кӑна мар, Авраам ӗненӗвне йышӑнакансемшӗн те. Авраам вара пирӗншӗн пуриншӗн те аттемӗр. 17«Эпӗ сана нумай халӑхӑн ашшӗ туса хутӑм», – тенӗ Ҫырнинче. Авраам Турра ӗненнӗ, вӑл пирӗншӗн Турӑ умӗнчи аттемӗр пулса тӑнӑ. Турӑ вара вилнисене чӗртсе тӑратать, Унӑн ирӗкӗпе ӗнтӗ пулманни пур пулать. 18Нимӗнле шанчӑк та ҫук ҫинчех Авраам Турра шанса ӗненнӗ, ҫавӑнпа та вӑл нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑнӑ. «Санӑн йӑху ҫав тери йышлӑ пулӗ», – тесе каланӑ-ҫке-ха Турӑ ӑна. 19Манӑн, ҫӗр ҫулалла ҫитнӗскерӗн, ӳт-кӗлеткем типнӗ ӗнтӗ, Саррӑн та варӗ типнӗ ӗнтӗ тесе шухӑшламан вӑл. Ҫав шухӑшпа ӗненӗвне хавшатман. 20Авраам Турӑ шантарни пирки иккӗленмен, ӗненмесӗр тӑман, Турра мухтаса ҫирӗп ӗненнӗ. 21Турӑ хӑватлӑ, сӑмах панине пурнӑҫлӗ тесе шанса тӑнӑ. 22Ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ. 23Тепӗр тесен, Ҫырнинче „тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ“тени пӗр Авраам пирки кӑна мар, 24пирӗн пирки те. Эпир Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненетпӗр, ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртӗҫ. 25Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ, пире Турӑ умӗнче тӳрре кӑлармашкӑн чӗрӗлсе тӑнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT