‏ Romans 5

Турӑ юратулӑхӗ – пирӗн шанчӑк никӗсӗ

1Ҫапла ӗнтӗ, ӗненӳпе тӳрре тухсан эпир Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ Турӑпа ҫураҫу тупатпӑр. 2Ӗненӗве пула эпир Иисус урлӑ ырӑлӑх илтӗмӗр, ҫав ырӑлӑхпа пурӑнатпӑр; Турӑ мухтавне те илес шанчӑк пурришӗн савӑнатпӑр. 3Уншӑн кӑна мар, хамӑра хӗсӗрлесе хӗн-хур кӑтартнӑшӑн та савӑнатпӑр. Мӗншӗн тесен эпир ҫакна пӗлетпӗр: хӗн-хур пире тӳсӗмлӗ тӑвать, 4тӳсӗмлӗх пирӗн кӑмӑла ҫирӗплетет, ҫирӗплӗхрен шанчӑк ҫуралать. 5Шанчӑк вара улталамасть, мӗншӗн тесен пирӗн чӗремӗрсем хамӑра панӑ Святой Сывлӑш урлӑ Турӑ юратулӑхӗпе тулнӑ. 6Эпир халсӑр чухне Христос пирӗншӗн, Турра хисеплемен ҫынсемшӗн, палӑртса хунӑ вӑхӑтра вилнӗ. 7Тӳрӗ пурӑнаканшӑн хӑйӗн пурӑнӑҫне камах парӗ? Чӑн та, хӑйне ырӑ тӑваканшӑн, тен, кам та пулин вилме те пултарӗ. 8Христос вара пирӗншӗн эпир ҫылӑхлӑ чухнех вилнӗ. Ҫапла майпа Турӑ пире Хӑй епле юратнине кӑтартса панӑ. 9Ҫавӑнпа халӗ Вӑл пире, Хӑйӗн Юнӗпе тӳрре кӑларнӑскерсене, Турӑ ҫиллинчен ҫӑлса хӑваратех. 10Ӗлӗкрех эпир Турӑпа хирӗҫсе пурӑннӑ. Пирӗнпе килӗштерес тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне вилӗме панӑ. Халӗ вара, килӗшӳлӗх тупнӑ хыҫҫӑн, Вӑл пире Хӑйӗн Ывӑлӗн чӗрӗлӗхӗпе ҫӑлса хӑваратех. 11Ку анчах мар-ха. Иисус Христос Хуҫамӑр пире халӗ Турӑпа ҫураҫтарнӑ. Ҫавӑнпа та, Иисуса пула, эпир Турӑпа мухтанатпӑр.

Адам тата Христос

12Ҫапла вара, пӗр ҫын урлӑ тӗнчене ҫылӑх килнӗ, ҫылӑхпа пӗрле – вилӗм. Пӗр ҫынна пула пурте вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен пурте ҫылӑха кӗнӗ. 13Тӗнчере ҫылӑх Моисей саккунӗчченех пулнӑ. Анчах та саккун ҫук чухне ҫылӑх шута кӗмест. 14Вилӗм вара Адамран пуҫласа Моисейчченех хуҫаланнӑ. Адам пек ҫылӑха кӗменнисене те вилӗм шеллемен. Адам – пуласлӑхра Килессин сӑнарӗ. 15Анчах та Адам ҫылӑха кӗнине Турӑ ырӑлӑхӗ панипе танлаштарма та ҫук. Мӗншӗн тесен пӗри ҫылӑха кӗни этемлӗхе вилмелле тунӑ. Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пӗр Ҫын ырӑлӑхӗ урлӑ, Иисус Христос урлӑ, пани вара – этемлӗхе ҫӑлмашкӑн та ытлашшипех. 16Турӑ панине пӗр ҫын ҫылӑхӗпе танлаштарма ҫук. Пӗрин ҫылӑхӗ суд тата айӑплав патне илсе пырать, Турӑ ырӑлӑх пани вара нумай ҫылӑхран хӑтарать. 17Пӗр ҫын ҫылӑхӗ урлӑ вилӗм хуҫаланнӑ пулсан, Туррӑн тулли ырӑлӑхне тата тӳрӗлӗхне илекен ҫынсем пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, пурӑнӑҫра епле чаплӑрах хуҫаланӗҫ! 18Пӗри ҫылӑх тунӑшӑн пурте айӑпа юлнӑ пулсан, пӗри тӳрӗ ӗҫ тунӑшӑн та пурӑнмашкӑн пурте тӳрре тухӗҫ. 19Ҫапла вара, пӗр ҫын пӑхӑнманшӑн нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулсан, пӗр ҫын пӑхӑннӑшӑн та нумайӑшӗ тӳрӗлӗхлӗ пулӗҫ. 20Саккун каярахпа килнӗ, ҫавна пула ҫылӑх нумайланнӑ. Ҫылӑх нумайлансан вара Турӑ ырӑлӑхӗ татах нумайланнӑ. 21Ҫылӑх, вилӗм кӳрсе, хуҫаланнӑ. Ҫавнашкалах ырӑлӑх та, тӳрӗлӗх кӳрсе, хуҫаланӗ, Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.
Copyright information for ChvIBTNT