Romans 6
Ҫылӑхшӑн эпир – вилӗ
1Мӗн калар-ха эппин? Ырӑлӑх нумайлантӑр тесен пирӗн ӗлӗкхиллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Апла мар, паллах. 2Ҫылӑхшӑн эпир вилӗ: епле тата пирӗн ҫылӑха кӗрсе пурӑнас? 3Ҫакна та пӗлейместӗр-и? Эпир пурте Христоспа пӗр пулас тесе тӗне кӗнӗ, эппин Унпа пӗрлех хӗрес ҫинче пӑталаннӑ. 4Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ. 5Эпир Унпа вилӗмӗнче пӗр пултӑмӑр пулсан, Унӑн чӗрӗлӗвӗнче те пӗр пулӑпӑр. 6Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр. 7Мӗншӗн тесен вилни ҫылӑха кӗресрен хӑтӑлнӑ ӗнтӗ. 8Енчен те эпир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрле чӗрӗлӗхлӗ пуласса та ӗненетпӗр. 9Эпир пӗлетпӗр: вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Христос урӑх вилмест. Вилӗм Унпа текех пуҫ пулаймасть. 10Вилессе Вӑл, ҫылӑх тыткӑнне пӗтерсе, пӗрре вилнӗ. Пурӑнасса вара Турӑшӑн пурӑнать. 11Эсир те ҫаплах, Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗр пулса, хӑвӑра ҫылӑхшӑн – вилӗ, Турӑшӑн – чӗрӗ тесе шутлӑр. 12Ҫылӑхлӑ кӑмӑл чури пулас мар тесен, ҫылӑха хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр. 13Сирӗн ӳт-пӗвӗрӗн нихӑш пайӗ те ҫылӑх аллинчи йӗркесӗрлӗх хатӗрӗ ан пултӑр. Ун вырӑнне, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пек пулса, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Сирӗн ӳт-пӗвӗн пур пайӗ те вара тӳрӗлӗх хатӗрӗ пултӑр. 14Ҫылӑх сирӗнпе тек нихҫан та хуҫаланма ан пултартӑр, мӗншӗн тесен эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче.Тӳрӗлӗх чурисем
15Мӗн тумалла-ха? Эпир саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче тесе, ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Паллах, апла мар. 16Эсир пӗлместӗр-им? Камӑн чури пулса пӑхӑнма килӗшетӗр – ҫавӑн чури пулатӑр та, ҫавна пӑхӑнатӑр: е вилмешкӗн ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрре тухмашкӑн Турра пӑхӑнатӑр. 17Тавах Турра! Эсир ӗлӗкрех ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ хӑвӑр йышӑннӑ вӗрентӗве пӗтӗм чун-чӗререн парӑнтӑр. 18Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пулса тӑтӑр. 19Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫакна эпӗ сире уҫӑмлӑрах каласшӑн. Ӗлӗкрех эсир ӳт-пӗвӗр пайӗсене ирсӗрлӗх тата йӗркесӗрлӗх чуралӑхне усал ӗҫсем тумашкӑн панӑ. Ҫавнашкалах халӗ вӗсене тӳрӗлӗх чуралӑхне таса ӗҫсем тума парӑр. 20Мӗншӗн тесен эсир ҫылӑх чурисем пулнӑ чухне сирте тӳрӗлӗх пулман. 21Ун чухнехи ӗҫӗрсем мӗн пачӗҫ-ха сире? Халӗ вӗсенчен хӑвӑр та вӑтанатӑр ӗнтӗ. Вӗсем вилӗмпе кӑна вӗҫленеҫҫӗ. 22Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чурисем пулса тӑрсассӑн, ырӑ ӗҫӗрсем сире сӑваплӑх параҫҫӗ, ҫав ӗҫсемпе эсир ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑр. 23Мӗншӗн тесен ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара – Турӑ парни.
Copyright information for
ChvIBTNT