Romans 8
Сывлӑш хушнипе пурӑнасси
1Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене халӗ нимӗнле айӑплав та пулас ҫук. 2Христоспа пӗрлӗхлӗ туса, чӗрӗлӗх кӳрекен Сывлӑш хӑвачӗ мана ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарчӗ. 3Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ. 4Ҫапла Вӑл пире, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене, саккун ыйтнӑ пек тӳрӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ. 5Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем ҫылӑхлӑ кӑмӑлне тултарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, Сывлӑшшӑн пурӑнакансем вара Сывлӑш ыйтнине тивӗҫтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. 6Ӳт-пӳ туртни – вилӗм, Сывлӑш ыйтни – чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх. 7Ӳт-пӳ туртни хыҫҫӑн кайни вӑл Турра хирӗҫ кайниех. Унашкаллисем Турӑ йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, пӑхӑнма та пултараймаҫҫӗ. 8Ҫавӑнпа та ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем Турра юрӑхлӑ пулаймаҫҫӗ. 9Сирӗнте Турӑ Сывлӑшӗ пур пулсан, эсир вара ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Анчах та камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, ҫавӑ Христосӑн мар. 10Христос сирӗнте пулсассӑн, ӳт-пӳ ҫылӑхшӑн вилӗ, чун-чӗм вара тӳрӗлӗхшӗн чӗрӗ пулать. 11Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ. 12Ҫапла вара, тӑванӑмсем, ӳт-пӳшӗн пурӑнмашкӑн эпир ӳт-пӗве парӑмлӑ мар. 13Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнатӑр пулсан – вилетӗр. Енчен те Сывлӑш пулӑшнипе ӳт-пӳ илӗртӗвӗ хыҫҫӑн каймастӑр пулсан – чӗрӗ пулатӑр. 14Кам Турӑ Сывлӑшӗ ертсе пынипе ҫӳрет, ҫав Турӑ ачи пулать. 15Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр. 16Эпир Турӑ ачисем пулнине пирӗн чун-чӗме ҫав Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет. 17Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле.Хамӑра тивӗҫес мухтав
18Хамӑр умра уҫӑлас мухтавпа танлаштарсан, хальхи вӑхӑтлӑх асапсем ним тӗшне те тӑмаҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ. 19Мӗншӗн тесен Турӑ пултарнӑ тӗнче Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрасса чӑтӑмсӑр кӗтет. 20– 21Турӑ пултарнӑ тӗнче тӗлсӗрлӗхе хӑй ирӗкӗпе пӑхӑнман, ӑна пӑхӑнтарнӑ Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ. Анчах та Турӑ пултарнин вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтӑлас, мухтава тата ирӗке Турӑ ачисемпе пӗрле пайлас шанчӑк пур. 22Турӑ пултарнӑ пӗтӗм тӗнче халичченех ахлатса асапланнине эпир пӗлетпӗр. 23Тӗнче кӑна мар, эпир те, Святой Сывлӑшӑн малтанхи ҫимӗҫне илнӗскерсем, хамӑр ӑшра ахлататпӑр. Турӑ пире ывӑллӑха илессе, ӳт-пӗвӗмӗре ҫылӑх тыткӑнӗнчен хӑтарасса кӗтетпӗр, – 24ҫакӑ пире ҫӑлӑнӑҫ паракан шанчӑк. Анчах та шанни ҫитсессӗн, курӑнакан пулсассӑн, вӑл шанчӑк пулма пӑрахать. Куҫ умӗнче пуррине кам-ха шанчӑк теейтӗр? 25Эпир куҫ умӗнче ҫуккине шанатпӑр, ӑна тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр. 26Эпир халсӑр пулин те, Сывлӑш пире ҫирӗплӗх парсах тӑрать. Мӗншӗн тесен эпир Турра кирлӗ пек кӗлтума та пӗлместпӗр. Пирӗншӗн Сывлӑш Хӑй, этем чӗлхинчи сӑмахпа калама май ҫуккине каласа, кӗлтуса хута кӗрет. 27Чӗремӗрсене тӗрӗслекен Турӑ вара Сывлӑш мӗн каласса пӗлет. Мӗншӗн тесен Сывлӑш, Турӑ ирӗкӗпе, ӗненекенсен хутне кӗрет. 28Тата эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Турра юратакансене, Турӑ ирӗкӗпе чӗнсе илнисене кирек мӗн те ырри патне илсе пырать. 29Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ. 30Малтанах палӑртса хунисене Вӑл чӗнсе илнӗ. Чӗнсе илнисене Вӑл тӳрре кӑларнӑ. Тӳрре кӑларнисене вара мухтава та кӑларнӑ.Турӑ пире майлӑ
31Ҫакӑн пирки тата мӗн калама пулать-ха? Турӑ пире майлӑ пулсан пире хирӗҫ кам тӑрайӗ? 32Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара? 33Турӑ суйласа илнисене кам айӑплама пултарайӗ? Никам та. Вӗсене Турӑ тӳрре кӑларать. 34Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет. 35Турӑ юратулӑхӗнчен пире мӗн уйӑрайӗ? Хуйхӑ-и, инкек-и, хӗсӗрлев-и, выҫлӑх-и, сивӗ-и, хӑрушлӑх-и, хӗҫ-и? Ҫырнинче ҫапла каланӑ: 36«Пире Саншӑн кулленех вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ». 37Анчах та хамӑра Юратаканни вӑй парса тӑнӑран эпир ҫак йывӑрлӑхсене пурне те ҫӗнтеретпӗр. 38Эпӗ ҫакна ҫирӗппӗн шанатӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, ҫӳлти сывлӑшсемпе хӑватсем те, хальхи те, пуласси те, 39ҫӳлти тӗнче те, аялти тӗнче те, пӗтӗм ҫут тӗнчере мӗн пурри те пире Христос Иисус урлӑ, хамӑр Хуҫамӑр урлӑ, килекен Турӑ юратулӑхӗнчен уйӑраяс ҫук.
Copyright information for
ChvIBTNT