Romans 9
Турӑ Израиле суйласа илнӗ
1Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса чӑн калатӑп, суймастӑп. Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ таса чунӑм та ҫакна ҫирӗплетсе пӗлтерет: 2чӗрем пысӑк хуйхӑпа, чарӑнми асаппа тулчӗ. 3– 4Хампа пӗр йӑхри тӑвансемшӗн, Израиль халӑхӗшӗн, эпӗ хама Христосран уйӑрттарма та хатӗр. Израиль ҫыннисене Турӑ ывӑллӑха илнӗ, Хӑйӗн мухтавне вӗсене панӑ, вӗсене халал панӑ. Вӗсен саккун та, Турра кӗлтӑвас йӗрке те, Турӑ шантарса сӑмах пани те пур. 5Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь. 6Израиль ҫыннисем хӑйсене ҫапла тыткаланишӗн Турӑ сӑмах пани пурнӑҫланмарӗ теме ҫук. Мӗншӗн тесен Израильтен ҫуралнисем пурте Израиль ҫыннисем мар-ха. 7Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пурте Авраам ачисем мар-ха. Ҫырнинче ҫапла каланӑ-ҫке: «Исаакран ҫуралнисене санӑн тӑхӑму тейӗҫ». 8Урӑхла каласан, ҫуралнӑ тӑрӑх кӑна Израиль ҫынни шутланакан кашни ҫынах Турӑ ачи мар. Турӑ сӑмах панипе ҫуралнисем кӑна Турӑ ачисем пулаҫҫӗ. 9Турӑ ҫапла сӑмах панӑ пулнӑ: «Палӑртнӑ вӑхӑтра Эпӗ сан патна килӗп, ун чухне Саррӑн ывӑл ача пулӗ». 10Ку ҫеҫ те мар-ха. Ревеккӑн та йӗкӗреш ывӑл ҫие юлнӑ, вӗсен ашшӗ мӑн асаттемӗр Исаак пулнӑ. 11– 12Вара йӗкӗрешсем ҫураличченех, ырӑ е усал тума ӗлкӗричченех Турӑ Ревеккӑна: «Асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ», – тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ачасене ӳссессӗн тӑвас ӗҫӗсене кура мар, Хӑй суйласа илнӗ. Унӑн, Чӗнекенӗн, ирӗкӗ ҫапла пулнӑ. 13Ҫырнинче ун пирки: «Эпӗ Иакова килӗштертӗм, Исава килӗштермерӗм», – тенӗ. 14Халӗ мӗнех калар-ха? Турӑ тӳрӗ мар-шим? Апла мар, паллах. 15«Кама каҫармаллине – каҫарӑп, кама хӗрхенмеллине – хӗрхенӗп», – тенӗ пулнӑ Турӑ Моисея. 16Ҫапла вара каҫару этем кӑмӑлӗнчен те, этем тӑрӑшнинчен те мар, каҫаракан Турӑран килет. 17Ҫырнинче Турӑ Египет патшине ҫапла каланӑ: «Сан урлӑ Хамӑн вӑй-хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗр ҫинче Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана патшана лартрӑм». 18Ҫапла вара Турӑ Хӑй кама каҫарас тет, ҫавна каҫарать; камӑн кӑмӑлне хытарас тет, ҫавӑн кӑмӑлне хытарать.Турӑ ҫиллипе хӗрхенӗвӗ
19«Апла пулсассӑн мӗншӗн-ха Турӑ пире айӑплать? Унӑн ирӗкне кам хирӗҫлеме пултарӗ?» – тейӗн эсӗ мана. 20Эсӗ, этем, Турӑпа тавлашмашкӑн камах вара? Тӑм чӳлмек чӳлмекҫӗне: «Эсӗ мана мӗншӗн ҫапла ӑсталарӑн?» – тесе ӳпкелешӗ-и? 21Пӗр тӑмранах паха савӑт-сапа е ахаль куршак тӑвасси чӳлмекҫӗн ирӗкӗ мар-и вара? 22Тен, Хӑйӗн ҫиллине тата Хӑйӗн хӑватне кӑтартас тесе, Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене – пӗтме пӳрнӗ ҫилӗ чӳлмекӗсене – пысӑк тӳсӗмлӗхпе хӗрхенсе пурӑннӑ? 23Тен, ҫакна Вӑл тӳрӗ ҫынсене – мухтава тивӗҫес хӗрхенӳ чӳлмекӗсене – Хӑйӗн мухтавӗн аслӑлӑхне пӗр вӑхӑтрах кӑтартас тесе тунӑ? 24Ҫав хӗрхенӳ чӳлмекӗсем – эпир. Турӑ пире иудейсем хушшинчен кӑна мар, урӑх халӑхсем хушшинчен те суйласа илнӗ. 25Ҫырнинчи Осия кӗнекинче ҫапла каланӑ: «Хамӑн мар халӑха Хамӑн халӑхӑм тейӗп, савманнине савнӑ тейӗп». 26«Турӑ вӗсене: „Эсир Манӑн халӑхӑм мар“, – тенӗ вырӑнтах вӗсене: „Эсир – чӗрӗ Турӑ ачисем“, – тейӗҫ». 27Исаия пророк тата Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсен шучӗ тинӗс тӗпӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлӗ пулсассӑн та, ҫӑлӑнса юлаканӗсем йышлӑн пулмӗҫ. 28Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑн ҫӗр ҫинчи Сучӗ тӗрӗс те хӑвӑрт пулса иртӗ». 29Исаия пророк ун ҫинчен малтанах ҫапла каланӑ: «Саваоф Хуҫа Турӑ Авраам йӑхӗнчи ҫынсенчен сӑваплисене упраса хӑварман пулсан, пире Содомпа Гоморрӑра пурӑннисен шӑпи кӗтнӗ пулӗччӗ».Израиль тата Ырӑ Хыпар
30Халӗ мӗнех калар-ха? Тӳрре тухас темен урӑх халӑхсем тӳрӗлӗх илчӗҫ, Турра ӗненнӗрен тӳрре тухрӗҫ. 31Саккуна пӑхӑнса тӳрре тухас тенӗ Израиль халӑхӗ вара тӳрре тухаймарӗ. 32Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Израиль халӑхӗ ӗненнипе мар, саккуна тытса пынипе тӳрре тухасшӑн пулнӑ. Ҫапла вара вӑл „такӑнтаракан чулран“такӑннӑ. 33Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, эпӗ Сионра такӑнтарса ӳкерекен чул хуратӑп, вара ӗненменнисем такӑнса ӳкӗҫ. Анчах та Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT