‏ Titus 1

Саламлани

1 2 3 4Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен Павелран – ӗненӳри чӑн ывӑлӑма Тита. Мана Турӑ суйласа илнисене ӗнентерме, вӗсене чӑнлӑха – Турра хисеплессине – уҫса пама, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк пама янӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн вара Ҫӑлакан Туррӑмӑр Хӑйӗн Сӑмахне вӗрентме мана хушрӗ, мана шанса пачӗ. Атте Турӑран тата Иисус Христос Хуҫамӑртан – хамӑра Ҫӑлаканран – сана тивлет, ырӑлӑх тата канӑҫлӑх пултӑр!

Титӑн Критри тивӗҫӗсем

5Пӗтермен ӗҫсене туса пӗтертӗр тесе, кашни хуларах пресвитерсем
Пресвитер – малтанхи ӗненекен ушкӑнсенчи вӗрентсе ӳкӗтлекен тата ертсе пыракан.
ларттӑр тесе сана эпӗ Критра хӑвартӑм. Эпӗ сана ҫапла хушнӑччӗ:
6вӗсем таса чунлӑ, арӑмне ӗмӗрлӗх парӑннӑ ҫынсем пулмалла. Ачи-пӑчисем те вӗсен Турра ӗненекенсем, аскӑн е чарусӑр ят илменскерсем пулччӑр. 7Мӗншӗн тесен чиркӳ ертӳҫин ӗненекен ушкӑна, Турӑ ҫуртне йӗркелесе тӑракан пек, ертсе пымалла, хӑйӗн таса пулмалла. Вӑл пуҫтах, кӑра, ӗҫкӗҫ, ҫапӑҫакан, ҫӑткӑн ан пултӑр. 8Пачах та урӑхла, унӑн тараватлӑ, ырӑлӑхлӑ, таса шухӑшлӑ, тӗрӗслӗхлӗ, Турра хисеплекен, хӑйне хӑй тытма пӗлекен пулмалла. 9Ҫынсене тӗрӗс вӗрентӳпе ӳкӗте кӗртес тесен, хирӗҫҫисене питлеме пултарас тесен, чиркӳ ертӳҫин хӑйне вӗрентнӗ чӑн сӑмаха ҫирӗп тытса пурӑнмалла.

10Ҫынсем хушшинче пӑхӑнас мар текенсем те, пуш сӑмах ҫаптаракансем те, ултавҫӑсем те нумай-ха. Ҫавнашкаллисем ӳт кастарнисем хушшинче ытларах. 11Вӗсен ҫӑварӗсене хупламалла: мула хапсӑннипе вӗсем Турра юрӑхсӑррине вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, ҫапла вара ҫынсене килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ. 12Вӗсен хӑйсен пӗр сӑвӑҫиех ҫапла каланӑ пулнӑ: «Крит ҫыннисем – тискер кайӑксем, харам пырсем – тӑтӑшах суеҫтереҫҫӗ!» 13 14Вӑл калани тӗрӗсех. Ҫавӑнпа та, ӗненӗве тӗрӗс тытса пыччӑр тесе, иудейсен халапӗсене тата чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем хушнине ан итлеччӗр тесе, вӗсене вирлӗн питле. 15Тасисемшӗн йӑлтах таса, ирсӗррисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен ӑсӗ те, чунӗ те ирсӗрленнӗ. 16Вӗсем Турра пӗлетпӗр теҫҫӗ, анчах ӗҫӗсемпе Турра хирӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем киревсӗр, итлемеҫҫӗ, нимӗнле ырӑ ӗҫ те тума пултараймаҫҫӗ.
Copyright information for ChvIBTNT