‏ Titus 2

Тӗрӗс вӗрентӳпе епле пурӑнмаллине ӳкӗтлесси

1Эсӗ вара тӗрӗс вӗрентӳпе килӗшӳллине кала: 2ватӑсем сыхӑ, мӑнаҫлӑ тата таса шухӑшлӑ пулччӑр; ӗненӳре, юратулӑхра, тӳсӗмлӗхре ҫирӗп пулччӑр. 3Карчӑксем ӗненекене килӗшӳллӗ пек тумланччӑр; элеклемесӗр, сӑра-эрех ӑшне путмасӑр пурӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр. 4Вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкипе ачи-пӑчине юратма, 5таса шухӑшлӑ, ҫылӑха кӗмесӗр пурӑнма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкисене пӑхӑнса пурӑнма вӗрентчӗр – ҫапла тусан Турӑ сӑмахӗ хур пулмӗ. 6Яшсене те таса шухӑшлӑ пулма ӳкӗтле. 7Ырӑ ӗҫӳпе вӗсемшӗн тӗслӗх пул. Эсӗ ӳкӗтлени таса та танлӑ, пӑсӑк мар пултӑр. 8Сӑмаху сулмаклӑ та тиркеме ҫук пултӑр, пире хирӗҫлекен пирӗн ҫинчен начар калайманнипе намӑса юлтӑр. 9Чурасене хӑйсен хуҫисене пур енчен те пӑхӑнса, юраса, вӗсемпе тавлашмасӑр пурӑнма ӳкӗтле. 10Вӗсем ан вӑрлаччӑр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр – ҫапла туса хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентӗвне татах илем кӳччӗр.

11Ӗнтӗ Туррӑн пур ҫынсене те ҫӑлакан ырӑлӑхӗ ҫитрӗ. 12Ҫав ырӑлӑх пире кунти пурӑнӑҫра Турӑсӑр ӗҫсене тата ку тӗнче киленӗҫне пӑрахӑҫласа, таса шухӑшлӑ та тӳрӗ, Турра хисеплесе пурӑнма вӗрентет. 13Пире ҫав ырӑлӑх шанчӑк ҫитес телейлӗ куна – хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Туррӑмӑр Иисус Христос мухтавлӑ килес куна – кӗтме вӗрентет. 14Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ. 15Ҫапла каласа ӳкӗтле, пӗтӗм хӑватупа питле! Сан ҫине никам та ҫӳлтен ан пӑхайтӑр!
Copyright information for ChvIBTNT