Titus 3
Ырӑ ӗҫсем тусах тӑрӑр
1Ҫакна астутарсах тӑр: вӗсем пуҫлӑхсене, влаҫсене итлесе, пӑхӑнса пурӑнччӑр, кирек епле ырӑ ӗҫ тума та хатӗр пулччӑр. 2Вӗсем пуринпе те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫчӑр, харкашса ан ҫӳреччӗр, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулса, хӑйсене пур ҫынпа та йӑваш тыткалаччӑр. 3Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр. 4Анчах та Ҫӑлаканӑмӑр, Туррӑмӑр, ырӑлӑхӗ ҫитсен, Унӑн этеме савакан кӑмӑлӗ уҫӑлсан, 5пире Вӑл тӳрӗ ӗҫӗмӗрсемшӗн мар, Хӑй ырӑлӑхлӑ пулнӑран чӗрӗлӳ шывӗпе тасатса, Святой Сывлӑшпа ҫӗнетсе тӑчӗ. 6– 7Пире, Унӑн ырӑлӑхӗпе тӳрре тухнӑскерсене, хамӑр шаннӑ пекех, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Вӑл Святой Сывлӑшне Иисус Христос урлӑ ҫителӗклех пачӗ. 8Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ. 9Анчах та пушӑ тавлашусенчен пӑрӑн, йӑх-несӗл тымарӗсем ҫинчен сӳпӗлтетнӗ ҫӗре, саккун пирки хӗрсе кайса калаҫнӑ ҫӗре ан хутшӑн, мӗншӗн тесен ку усӑсӑр, харам ӗҫ кӑна. 10Пӑсӑк ӗненӳллӗ ҫынна вара пӗрре асӑрхаттар, тепре асӑрхаттар, унтан пӑрӑнса ут. 11Пӗлсех тӑр: унашкаллисем ӑсне пӑснипе, ҫылӑха кӗнипе хӑйсене хӑйсемех айӑплӑ тунӑ ӗнтӗ.Хушнисем, салам янисем
12Эпӗ сан патна Артемӑна е Тихика ярсан, эсӗ ман патӑма Никополе хӑвӑртрах кил: эпӗ унта хӗл каҫма шут тытрӑм. 13Саккуна ӑста пӗлекен Зинӑна тата Аполлоса ҫула ӑсатнӑ чух, тархасшӑн, вӗсене мӗн кирлине йӑлтах ҫителӗклӗ парса яма тӑрӑш. 14Усси пултӑр тесен, хамӑр ҫынсем те кулленхи пурӑнӑҫра ырӑ тума, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗренччӗр. 15Манпа пӗрле пурӑнакансем сана пурте салам яраҫҫӗ. Ӗненсе пире юратакансене пурне те салам кала. Пурсӑра та тивлет пултӑр! Аминь.
Copyright information for
ChvIBTNT