‏ Acts 1:6-8

6Ҫавӑнпа та пӗрле пуҫтарӑннӑ апостолсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ҫав хушӑра Израиль халӑхне ҫӗнӗрен патшалӑх туса парасшӑн мар пулӗ те?» 7Вӑл вара вӗсене каланӑ: «Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑтпа куна пӗлесси сирӗн ӗҫӗр мар. 8Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».
Copyright information for ChvIBTNT