John 1:19-28
Шыва кӗртекен Иоанн каласа пӗлтерни
(Мф. 3:1-12; Мк. 1:2-8; Лк. 3:15-17)
19– 20Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ. 21«Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн. 22«Апла кам-ха эсӗ? – татах ыйтнӑ унран. – Пирӗн хамӑра кунта яракансене хурав памалла. Хӑвна эсӗ кам тетӗн?» 23«Эпӗ – пуш хирте: „Хуҫамӑр валли ҫул тӳрлетӗр!“– тесе чӗнекенӗн сасси, – тенӗ Иоанн. – Ун ҫинчен Исаия пророках каланӑ». 24Ыйтма пынисем фарисейсем пулнӑ. 25«Эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» – тесе ыйтнӑ унран вӗсем. 26Иоанн вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та сирӗн хушшӑрта хӑвӑр та пӗлмен Пӗри пур. 27Ман хыҫран Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран малти. Эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар». 28Ҫакӑ Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑнта, Иордан леш енчи Вифаварта, пулса иртнӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT