‏ John 11:45-53

Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар

(Мф. 26:1-5; Мк. 14:1-2; Лк. 22:1-2)

45Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ чылай иудей, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненме пуҫланӑ. 46Хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 47Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем хӑйсен канашне пухнӑ. «Мӗскер тумалла-ши? – канашланӑ вӗсем. – Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать. 48Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненме пуҫлӗҫ. Вара Рим ҫыннисем килӗҫ те – пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатӗҫ, пирӗн халӑха пусмӑрлӗҫ». 49Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ Каиафа, вӗсене каланӑ: «Эсир ним те ӑнланмастӑр. 50Пӗтӗм халӑх пӗтнинчен пӗри халӑх ырлӑхӗшӗн пӗтни хамӑршӑнах лайӑх пуласси пирки ӑнланмастӑр-им?» 51Ҫак сӑмахсене вӑл хӑй ячӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ. 52Унтан та ытларах, Иисус пӗр ҫак халӑхшӑн ҫеҫ мар, сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе Каиафа пророкла систернӗ. 53Ҫав кунран вара вӗсем Иисуса вӗлерме калаҫса татӑлнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT