John 12:1-8
Иисуса Вифанире ҫупа сӗрни
(Мф. 26:6-13; Мк. 14:3-9)
1Пасха ҫитесси ултӑ кун юлсан Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ. 2Иисус пынӑ ятпа унта каҫхи апат хатӗрленӗ. Марфа хӑнасене пӑхнӑ. Иисуспа ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ. 3Ҫавӑнта Мария пӗр кӑкшӑма тултарса нардран тунӑ таса, хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ. Унтан, Иисусӑн урине ҫупа сӗрсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Пӳрчӗпех ырӑ мирӑ шӑрши сарӑлнӑ. 4Вӗренекенӗсенчен пӗри, кайран Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот, Симон ывӑлӗ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Симон ывӑлӗ» сӑмахсем ҫук.
, ҫавӑнта пулнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: 5«Ку ҫӑва виҫ ҫӗр динарийлӗх сутса укҫине чухӑнсене валеҫсе памалла марччӗ-и?» 6Ҫакна вӑл чухӑнсемшӗн куляннипе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ. Ун ҫумӗнче ӗненекенсене пулӑшмалли укҫа арчи пулнӑ, унта янӑ укҫасене вӑл хӑй валли те илкеленӗ. 7«Ан чӑрмантарӑр ӑна, – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. – Вӑл ку ҫӑва Мана пытарас кун валли усрать. 8Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ яланах пулас ҫук».
Copyright information for
ChvIBTNT