‏ John 12:12-19

Иисус Христос Иерусалима кӗни

(Мф. 21:1-11; Мк. 11:1-11; Лк. 19:28-40)

12Тепӗр кунне пасха уявне пынӑ халӑх хушшинче Иерусалима Иисус та пырать текен хыпар сарӑлнӑ. 13Вара ҫынсем, пальма турачӗсем илсе, Ӑна хирӗҫ тухнӑ. «Осанна!
Осанна – еврейла «ҫӑлсамччӗ» тенине пӗлтерет; ку сӑмахпа мухтав сӑмахӗ пек те усӑ курнӑ.
Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем.
14Иисус, ҫамрӑк ашак тупса, ун ҫине утланнӑ. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: 15«Эй, Сион хӗрӗ
Сион хӗрӗ – Иерусалимра пурӑнакансем.
, ан хӑра! Акӑ санӑн Патшу ҫамрӑк ашак ҫине утланса килет».
16Мӗн пулса иртнине ҫав самантра Иисусӑн вӗренекенӗсем те ӑнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вӗсем Ҫырнинче Ун ҫинчен ҫапла каланине те, ҫав калани пурнӑҫланма хӑйсем Уншӑн мӗн тунине те астуса илнӗ. 17Иисус Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, епле ӑна чӗртсе тӑратнине курнӑ-илтнӗ ҫынсем ҫавӑн ҫинчен ыттисене кала-кала кӑтартнӑ. 18Ҫав хӑвата Иисус тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх Ӑна хирӗҫ тухнӑ. 19«Куратӑр-и, нимӗн те тӑваймастпӑр, пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять», – тесе калаҫнӑ хӑйсем хушшинче фарисейсем.
Copyright information for ChvIBTNT