John 13:21-30
Хӑйне Иуда тытса парасси ҫинчен калани
(Мф. 26:20-25; Мк. 14:17-21; Лк. 22:21-23)
21Ҫак сӑмахсене каласан Иисусӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – уҫҫӑнах пӗлтернӗ Вӑл, – сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ». 22Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем, Вӑл кам ҫинчен каланине ӑнкараймасӑр, пӗр-пӗрин ҫине кӑн-кан пӑхса илнӗ. 23Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри вара, Вӑл юратни, Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫумне сӗвеннӗ. 24Петр текен Симон, Вӑл кам ҫинчен каланине ыйтса пӗл-ха тесе, ӑна аллисемпе паллӑ кӑтартнӑ. 25Лешӗ вара Иисус ҫумнерех ҫыпӑҫса: «Хуҫамӑр! Сутаканӗ хӑшӗ пулӗ?» – тесе ыйтнӑ. 26«Ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ», – тавӑрнӑ Иисус. Унтан Вӑл ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ. 27Ҫав ҫӑкӑр татӑкне илнӗ хыҫҫӑнах Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ. «Тума пуҫланине хӑвӑртрах туса пӗтер», – тенӗ ӑна Иисус. 28Вӑл Иудӑна мӗншӗн ҫапла каланине сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри те ӑнланса илеймен. 29Укҫа арчи Иудӑра пулнӑран хӑш-пӗр вӗренекенӗсем: «Иисус ӑна уяв тӗлне хамӑра мӗн кирлине илме хушать пулӗ. Е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухӑшланӑ. 30Ҫӑкӑр татӑкне илсенех Иуда тӑрса тухса кайнӑ. Вӑхӑчӗ ӗнтӗ ҫӗрлене кайнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT