John 18:12-18
12Унтан салтаксемпе пинпӳ тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ. 13Ӑна малтанах Анна патне илсе пынӑ. Анна вӑл ҫав ҫул аслӑ священникра ларакан Каиафӑн хуньӑшӗ пулнӑ. 14«Халӑх ырлӑхӗшӗн пӗр ҫын пӗтни лайӑхрах» тесе иудейсене маларах канаш параканни шӑпах ҫав Каиафа пулнӑ.Петр Иисуса пӗлмӗш пулни
(Мф. 26:69-70; Мк. 14:66-68; Лк. 22:55-57)
15Иисус хыҫӗнчен Петр текен Симонпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ. Ҫав вӗренекенне аслӑ священник палланӑ, ҫавӑнпа вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗме пултарнӑ. 16Петр тулта, хапха умӗнче, тӑнӑ. Кӑштахран аслӑ священник палланӑ хайхи вӗренекен тухнӑ та, хапха асӑрхаса тӑракан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та шала кӗртнӗ. 17Вара ҫав хӗрарӑм чура Петра каланӑ: «Эсӗ те Ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» «Ҫу-ук», – тавӑрнӑ Петр. 18Ҫанталӑк сивӗ пулнӑран тарҫӑсемпе чурасем вут хурса ӑшӑнса тӑнӑ. Петр та вӗсемпе пӗрле пулнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT