‏ John 18:13-14

13Ӑна малтанах Анна патне илсе пынӑ. Анна вӑл ҫав ҫул аслӑ священникра ларакан Каиафӑн хуньӑшӗ пулнӑ. 14«Халӑх ырлӑхӗшӗн пӗр ҫын пӗтни лайӑхрах» тесе иудейсене маларах канаш параканни шӑпах ҫав Каиафа пулнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT