John 18:19-24
Аслӑ священник Иисуса тӗпчени
(Мф. 26:59-66; Мк. 14:55-64; Лк. 22:66-71)
19Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен, Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ. 20«Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен. 21Эсӗ мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине итленӗ ҫынсенчен кайса ыйт. Эпӗ мӗн вӗрентнине вӗсем пӗлеҫҫӗ». 22Ҫак сӑмахсене илтсен юнашар тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса янӑ. «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха?» – тенӗ вӑл. 23«Эпӗ тӗрӗс мар каларӑм пулсан мӗн тӗрӗс маррине ӑнлантарса пар, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эпӗ тӗрӗсех каларӑм пулсан эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн?» 24Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайма хушнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT