‏ John 18:25-27

Петр каллех Иисуса пӗлмӗш пулни

(Мф. 26:71-75; Мк. 14:69-72; Лк. 22:58-62)

25Петр текен Симон кӑвайт умӗнчех ӑшӑнса тӑнӑ. «Эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» – ыйтнӑ унран ҫавӑнта татах. «Ҫук, ҫук», – тунса каланӑ Петр. 26Аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хайхи хӑлхине Петр касса татнин тӑванӗ, ҫапла ыйтнӑ: «Эпӗ сана садра Унпа пӗрле курманччӗ-и-ха?» 27Петр каллех Иисуса пӗлмӗш пулнӑ. Ҫав самантра автан авӑтса янӑ.
Copyright information for ChvIBTNT