‏ John 18:28-32

Иисус Пилат патӗнче

(Мф. 27:1-2, 11-14; Мк. 15:1-5; Лк. 23:1-5)

28Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине
Претори – Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн пурӑнмалли тата ӗҫлемелли вырӑнӗ.
илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.
29Ҫавӑнпа та Пилат хӑй вӗсенчен тухса ыйтнӑ: «Эсир Ку Ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр?» 30Вӗсем ӑна хуравланӑ: «Вӑл усал ӗҫ туман пулсан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр». 31«Эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа суд тӑвӑр», – тенӗ Пилат. «Пирӗн ҫынна вӗлермеллех айӑпламалли ирӗк ҫук», – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. 32Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен малтанах калани пурнӑҫланнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT