‏ John 18:28-38

Иисус Пилат патӗнче

(Мф. 27:1-2, 11-14; Мк. 15:1-5; Лк. 23:1-5)

28Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине
Претори – Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн пурӑнмалли тата ӗҫлемелли вырӑнӗ.
илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.
29Ҫавӑнпа та Пилат хӑй вӗсенчен тухса ыйтнӑ: «Эсир Ку Ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр?» 30Вӗсем ӑна хуравланӑ: «Вӑл усал ӗҫ туман пулсан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр». 31«Эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа суд тӑвӑр», – тенӗ Пилат. «Пирӗн ҫынна вӗлермеллех айӑпламалли ирӗк ҫук», – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. 32Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен малтанах калани пурнӑҫланнӑ. 33Пилат вара каллех преторине кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?» 34«Эсӗ ху ҫапла шутлатӑн-и е ҫын сӑмахӗпе Ман пирки ҫапла калатӑн?» – ыйтнӑ Иисус. 35«Эпӗ иудей-и-мӗн? – хирӗҫленӗ Пилат. – Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священник ман алла тытса пачӗҫ. Мӗн тунӑ вара Эсӗ?» 36Иисус ҫапла тавӑрнӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери мар. Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери пулсан, Мана пӑхӑнса тӑракансем Манӑн хӳтте кӗнӗ пулӗччӗҫ, иудейсене тыттармӗччӗҫ. Анчах та халӗ Манӑн Патшалӑхӑм кунта мар». 37«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет». 38«Мӗн вӑл чӑнлӑх?» – тенӗ Ӑна Пилат.

Иисуса вӗлерме ыйтни

(Мф. 27:15-31; Мк. 15:6-20; Лк. 23:13-25)

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмастӑп.
Copyright information for ChvIBTNT