‏ John 18:3-11

3Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ. 4Иисус, Хӑйӗнпе мӗн пуласса йӑлтах пӗлсе тӑрса, вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: «Кама шыратӑр?» 5«Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем. «Эпӗ-ха Вӑл», – тенӗ Иисус. Ӑна тытса паракан Иуда та ҫав ушкӑнрах тӑнӑ. 6Иисус «Эпӗ-ха Вӑл» тенине илтсессӗнех вӗсем каялла чакнӑ та, ӳксе, ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ. 7Вӑл вӗсенчен каллех: «Кама шыратӑр?» – тесе ыйтнӑ. «Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем. 8«Эпӗ-ха Вӑл тесе каларӑм-ҫке сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Мана шыратӑр пулсан эппин ыттисене ан тивӗр, вӗсене кайма ирӗк парӑр». 9Ҫапла майпа „Эсӗ Мана панисене Эпӗ пурне те упраса хӑвартӑм“тесе маларах калани пурнӑҫланнӑ. 10Петр текен Симонӑн хӗҫ пулнӑ. Вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. Ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ. 11«Хӗҫне йӗннине чиксе хур, – тенӗ Иисус Петра. – Аттем панӑ асап куркине Манӑн ӗҫмелле марччӗ-им вара?»
Copyright information for ChvIBTNT