John 19:17-27
Иисус Христоса пӑталани
(Мф. 27:32-44; Мк. 15:21-32; Лк. 23:26-43)
17Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ. 18Хӗрес ҫумне те Ӑна ҫавӑнтах пӑталанӑ. Унпа пӗрле тепӗр икӗ ҫынна пӑталанӑ; варринчи хӗрес ҫине – Иисуса, тепӗр иккӗшне вара Унран икӗ енне. 19Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус». 20Иисуса пӑталанӑ вырӑн хула хӗрринчех пулнӑ. Ҫавӑнпа хӗрес ҫине мӗн ҫырнине иудейсенчен нумайӑшӗ вуланӑ. Ҫырма вара еврейла, грекла тата латинла ҫырнӑ пулнӑ. 21Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата ӳпкелешнӗ: «„Иудея Патши“тесе мар, „Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ“, – тесе ҫырмаллаччӗ». 22«Эпӗ мӗнле ҫыртарнӑ, ҫаплах пултӑр», – тавӑрнӑ Пилат. 23Иисуса хӗрес ҫумне пӑталасан салтаксем Унӑн тумтирне илсе тӑватӑ пая уйӑрнӑ. Кашни салтака пӗрер пай лекнӗ. Вӗсем Унӑн хитонне те илнӗ, ӑна вара ҫӗлемесӗр тӗртсе тунӑ пулнӑ. 24Ҫавӑнпа вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Хитонне ҫурас мар, шӑпа ярас: кама шӑпа тухать, ҫавӑ илтӗр». Ҫапла майпа Ҫырнинче «тумтирӗме илчӗҫ те хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, кӗпене вара шӑпа ярса валеҫрӗҫ» тесе калани пурнӑҫланнӑ. Салтаксем ҫавӑн пек тунӑ та. 25Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тӑнӑ. 26Иисус Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан юратнӑ вӗренекенне асӑрхасан Амӑшне каланӑ: «Акӑ Санӑн ывӑлу». 27«Акӑ санӑн Аннӳ», – тенӗ унтан вӗренекенне. Ҫав вӑхӑтран вара ҫак вӗренекен Иисус Амӑшне хӑй патне илнӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT