John 19:28-30
Иисус Христос вилӗмӗ
(Мф. 27:45-56; Мк. 15:33-41; Лк. 23:44-49)
28Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пурнӑҫланнине кура, Ҫырнинче калани пулса ҫиттӗр тесе, ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ». 29Ҫавӑнта хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тултарнӑ кӑкшӑм ларнӑ. Салтаксем ҫав шӗвеке сӑхтарнӑ мунчалана иссоп патакки вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ. 30Хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» Вара Унӑн пуҫӗ лӑштӑрах усӑннӑ та, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT