‏ John 19:38-42

Иисуса пытарни

(Мф. 27:57-61; Мк. 15:42-47; Лк. 23:50-56)

38Каярахпа Аримафейӑра ҫуралса ӳснӗ Иосиф Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен илме Пилатран ирӗк ыйтнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулин те, иудейсенчен хӑранипе ҫакна Иосиф палӑртман. Пилат ӑна ирӗк панӑ. Вара вӑл Иисус ӳтне пырса илсе кайнӑ. 39Иосифпа пӗрле тата пӗррехинче Иисус патне ҫӗрле вӑрттӑн пынӑ Никодим та пулнӑ. Вӑл икӗ пӑта яхӑн алоэпе смирна хутӑшӗ илсе пынӑ. 40Ҫапла вара вӗсем иудейсен йӑлипе Иисус ӳтне ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрнӗ пирпе чӗркенӗ. 41Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех те мар сад ӳснӗ. Ҫав садра унччен пӗр виле те пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ. 42Тепӗр кунне шӑмат кун – иудейсен канмалли кунӗ – пулнӑран тата тупӑклӑх ҫывӑх пулнӑран Иисуса ҫавӑнтах пытарнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT