‏ John 20:1-10

Иисус чӗрӗлсе тӑни

(Мф. 28:1-10; Мк. 16:1-8; Лк. 24:1-12)

1Эрнен малтанхи кунӗнче Мария Магдалина тул ҫутӑлса ҫитнӗ-ҫитменех тупӑклӑх патне пынӑ. Пӑхнӑ та – курах кайнӑ: шӑтӑка хупланӑ чула такам йӑвантарса янӑ. 2Вара вӑл хӑвӑртрах Петр текен Симон патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекен патне чупнӑ. «Хуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, ӑҫта илсе кайнине те пӗлместпӗр», – тенӗ вӗсене Мария Магдалина. 3Петрпа тепӗр вӗренекен ҫав самантрах тухнӑ та тупӑклӑх патне васканӑ. 4Иккӗшӗ те пӗрлех чупма пуҫланӑ пулин те, леш вӗренекенӗ, Петртан хытӑрах чупса, Иисуса пытарнӑ вырӑна маларах ҫитнӗ. 5Вӑл шӑтӑкран пӗшкӗнсе пӑхнӑ та пирсем выртнине асӑрханӑ. Ҫапах та хӑй шала кӗмен. 6Петр текен Симон та ун хыҫҫӑн чупса ҫитнӗ. Вӑл тупӑклӑха кӗнӗ те унта Иисус ӳтне чӗркенӗ пирсем 7тата Иисусӑн пуҫне витнӗ тутӑр выртнине кӑна асӑрханӑ. Чӗркенӗ тутӑр пирсенчен уйрӑм выртнӑ. 8Вара тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекенӗ те шала кӗнӗ, ҫаксене курсассӑн вӑл Хуҫамӑр вилӗмрен чӗрӗлнине ӗненнӗ. 9Ҫырнинче Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха. 10Вара вӗренекенӗсем каллех хӑйсем патне тавӑрӑннӑ.
Copyright information for ChvIBTNT