‏ John 20:11-18

Иисус Мария Магдалинӑна курӑнни

(Мк. 16:9-11)

11Мария тупӑклӑх умӗнче йӗрсе тӑнӑ. Ҫапла йӗре-йӗрех вӑл ҫӗр хӑвӑлне пӗшкӗнсе пӑхнӑ. 12Вӑл унта шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курах кайнӑ. Пӗри Иисус выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепри ура вӗҫӗнче ларнӑ. 13«Эй, хӗрарӑм, мӗншӗн йӗретӗн?» – тенӗ ӑна ангелсем. «Хуҫама илсе кайнӑшӑн, Ӑна ӑҫта хунине те пӗлменшӗн йӗретӗп», – тенӗ вӗсене Мария. 14Ҫапла каласан вӑл хыҫалалла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Иисус тӑнине курнӑ. Анчах та Мария Иисуса палласа илеймен. 15«Эй, хӗрарӑм! Мӗншӗн йӗретӗн? Кама шыратӑн?» – тенӗ ӑна Иисус. Ку пахчаҫӑ пулӗ-ха тесе, Мария Ӑна ҫапла каланӑ: «Эй, ырӑ Ҫыннӑм! Эсӗ Унӑн ӳтне илсе кайнӑ пулсан, ӑҫта хунине каласамччӗ. Эпӗ Ӑна кайса илӗттӗм». 16«Мария!» – тенӗ ӑна Иисус. Мария ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та: «Раввуни!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫакӑ: «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет. 17«Ман ҫума ан сӗртӗн, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн тесен Эпӗ Хам Аттем патне ҫӗкленмен-ха. Эсӗ Манӑн ӗненекен тӑванӑмсем патне кай та ҫакӑн ҫинчен пӗлтер: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне; Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп». 18Мария Магдалина вӗренекенсем патне кайнӑ та: «Эпӗ Хуҫамӑра куртӑм!» – тесе хыпарланӑ. Иисус хӑйне мӗн каланине те вӑл йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT