John 4:43-54
Пуҫлӑх ывӑлне сыватни
(Мф. 8:5-13; Лк. 7:1-10)
43– 44Пророка хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче хисеплемеҫҫӗ тесе Иисус Хӑех каланӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та, икӗ кун иртсен, Иисус Галилейӑна кайнӑ. 45Галилейӑна пырсан, унти ҫынсем Ӑна хапӑлласах йышӑннӑ. Мӗншӗн тесен Иерусалимри пасха уявӗнче Иисус кӑтартнӑ хӑватсене вӗсем куҫӑнах курнӑ пулнӑ. 46Ҫапла вара Вӑл каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунӑ ҫӗре пынӑ. Капернаумра патшан пӗр улпучӗ пурӑннӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ. 47Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтнӗ улпут Ун патне пынӑ. Вӑл Иисуса хӑйӗн вилесле выртакан ывӑлне кайса сыватма тархасланӑ. 48«Тӗрлӗ паллӑсем, хӑватсем курмасӑр эсир ӗненекен марччӗ-ҫке», – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. 49Пуҫлӑх Ӑна каланӑ: «Хуҫамӑр! Ывӑлӑм вилсе кайиччен атя-ха пирӗн пата каяр». 50«Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, каях», – тенӗ ӑна Иисус. Унӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ ҫын кайнӑ вара. 51Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем тӗл пулнӑ. «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем. 52Вӑл тарҫисенчен ывӑлӗ миҫе сехетсенче самайланни ҫинчен ыйтнӑ. «Ӗнер, кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлнелле унӑн сив чирӗ иртсе кайрӗ», – тенӗ лешсем. 53Вара ачан ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑх та, унӑн кил-йышӗсем те пурте Иисуса ӗненме пуҫланӑ. 54Ҫак иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫе Иисус Иудейӑран Галилейӑна тавӑрӑнсан тунӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT