‏ Luke 10:13-15

Ӗненмен хуласене асӑрхаттарни

(Мф. 11:20-24)

13«Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. 14Ҫавӑнпа судра Тирпа Сидон хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 15Санӑн та, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса каймалла пулӗ.
Copyright information for ChvIBTNT