Luke 10:25-28
Ырӑ кӑмӑллӑ Самари ҫынни ҫинчен каланӑ ытарлӑх
25Ҫавӑн чухне пӗр ҫын, саккун вӗрентӳҫи, мала тухнӑ та Иисуса илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?» 26«Саккунра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ӑна вуланӑ вӗт-ха», – тенӗ Иисус. 27Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан, пӗтӗм ӑс-халтан юрат. Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 28Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫапла ту, вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑн», – тенӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT