Luke 11:14-23
Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?
(Мф. 12:22-30; Мк. 3:20-27)
14Пӗррехинче Иисус чӗлхесӗр тӑвакан усала ҫын ӑшӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Усалӗ тухсан чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫланӑ; вара халӑх тӗлӗнсех кайнӑ. 15«Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн ▼▼Веельзевул – шуйттанӑн, усал сывлӑшсен пуҫлӑхӗн, пӗр ячӗ.
, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать!» – тенӗ хӑшӗ-пӗрисем. 16Теприсем тата, Иисуса тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ. 17Анчах та Иисус, ҫынсен шухӑшӗсене пӗлсе, вӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать. Кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 18Шуйттан та хӑйпе хӑй хирӗҫет пулсан, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр? Эсир вара Мана усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тетӗр. 19Эпӗ усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн халӑх ывӑлӗсем вӗсене кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Ҫавӑнпа сире суд тӑвакансем те вӗсемех пулӗҫ. 20Эпӗ усалсене Турӑ хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать. 21Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпе хуралланӑ чухне унӑн пурлӑхӗ шанчӑклӑ упранса тӑрать. 22Анчах та хӑйӗнчен те вӑйлӑраххи ӑна тапӑнса ҫӗнтерсен, вӑл унӑнне шанса тӑнӑ хӗҫӗ-сӑннине йӑлтах туртса илӗ, ҫаратнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ. 23Кам Ман майлӑ мар, вӑл Мана хирӗҫ. Кам Манпа пӗрле пухмасть, вӑл салатса пӗтерет.
Copyright information for
ChvIBTNT