Luke 11:24-36
24Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр вырӑнсенче ҫапкаланса ҫӳрет. Вара хӑй валли вырӑн тупаймасӑр: „Хам тухнӑ ҫуртӑма каялла тавӑрӑнам-ха“, – тет. 25Унтан тавӑрӑнать те тирпейлесе тасатнӑ ҫурт курать. 26Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать». 27Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чухне пӗр хӗрарӑм халӑх хушшинчен: «Сана ҫуратса кӑкӑр ҫитернӗ Аннӳ телейлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 28«Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус.Хӑват кӑтартма ыйтни
(Мф. 12:38-42; Мк. 8:12)
29Халӑх йышлӑн пуҫтарӑнсан Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫак усал ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ. 30Иона Ниневи ҫыннисемшӗн мӗнле хӑват пулнӑ, Этем Ывӑлӗ те ҫак ӑрушӑн ҫаплах пулӗ. 31Суд кунӗ ҫитсен кӑнтӑрти ҫӗр-шыври хӗрарӑм патша ҫак ӑру ҫыннисемпе пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗ те вӗсене айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломон ӑслӑлӑхне итлеме тӗнче хӗрринченех килнӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Соломонран та Аслӑраххи пур. 32Суд кунӗ ҫитсен Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иона ӳкӗтленине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Ионӑран та Аслӑраххи пур».Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ
(Мф. 5:15; 6:22-23)
33«Ҫутаткӑҫ ҫутсан ӑна никам та курӑнман вырӑна е чӳлмекпе хупласа лартмасть; пӳрте кӗрекенсем ҫутӑра курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтарать. 34Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ. Эсӗ таса мар куҫлӑ пулсан санӑн ӳт-пӗвӳ те тӗксӗм пулӗ. 35Ҫапла вара, асӑрхан: сан ӑшунти ҫутту тӗттӗм мар-и? 36Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, пӗр пайӗ те тӗксӗм мар пулсан, вара сана ҫутаткӑҫ хӑйӗн ҫутипе ҫутатнӑ пек, санӑн пурте ҫутӑ пулӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT