‏ Luke 11:37-52

Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисене питлени

(Мф. 23:1-36; Мк. 12:38-40; Лк. 20:45-47)

37Ҫакна каланӑ чухне пӗр фарисей Ӑна хӑй патне кӑнтӑрлахи апат тума чӗннӗ. Фарисей килне пырсан Иисус ҫиме ларнӑ. 38Апат ҫиес умӗн Вӑл аллине ҫуманнине курсан фарисей питӗ тӗлӗннӗ. 39Анчах та Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Акӑ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах ӑшӑр-чикӗр ҫӑткӑнлӑхпа, усаллӑхпа тулнӑ. 40Ӑссӑрсем! Тулашне Кам пултарнӑ, ӑшне те Ҫавах пултарман-и вара? 41Тиркесе лариччен хӑвӑрӑн мул чашӑкӗнчен чухӑнсене уйӑрса парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ.

42Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, ҫу курӑкӗн тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах тӗрӗслӗх ҫинчен, Турӑ юратӑвӗ ҫинчен шухӑшламастӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар. 43Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир синагогӑра малта ларма юрататӑр, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑвӑра саламланине килӗштеретӗр. 44Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир – манӑҫнӑ масарти тупӑксем евӗрлӗ. Ҫынсем вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ, анчах мӗн ҫинче утса ҫӳренине пӗлмеҫҫӗ».

45Ҫак сӑмахсене илтсен саккун вӗрентӳҫисенчен пӗри Ӑна: «Вӗрентекен, кун пек каласа Эсӗ пире те кӳрентеретӗн», – тенӗ. 46Анчах та Иисус тата ҫапла каланӑ: «Сире те, саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хуратӑр, анчах та хӑвӑр пӳрнӗре те хускатмастӑр. 47Хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пророксем валли капӑр тупӑклӑхсем тӑватӑр та-ха, анчах та вӗсене сирӗн мӑн аслаҫӑрсем вӗлернӗ-ҫке! 48Ҫапла туса эсир хӑвӑр мӑн аслаҫӑрсен ӗҫне ырланине ҫирӗплететӗр; вӗсем пророксене вӗлернӗ, эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр. 49Турӑ ӑслӑлӑхӗ ҫапла каланӑ ӗнтӗ: „Вӗсем патне Эпӗ пророксене, апостолсене ярӑп. Пӗрисене вӗсем вӗлерӗҫ, теприсене хӑваласа ярӗҫ“. 50Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗнчене пултарнӑранпа юхнӑ пур пророксен юнӗшӗн те ҫак ӑру айӑпа юлӗ. 51Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, вӗлернӗ Захария юнӗ таранах ҫак ӑрӑвӑн явап тытмалла пулӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсемшӗн пӗтӗмпех ҫак ӑру ҫыннисем айӑпа юлӗҫ. 52Саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗлӳлӗхӗн ҫӑраҫҫине хӑвӑр алла илнӗ те, хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗртместӗр».
Copyright information for ChvIBTNT