Luke 12:22-34
Ҫӳлти Аҫӑра шанӑр
(Мф. 6:25-34, 19-21)
22«Ҫавӑнпа Эпӗ сире калатӑп, – тенӗ Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене, – чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. 23Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке тумтиртен пахарах! 24Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ, вырмаҫҫӗ; вӗсен ампарӗ те, кӗлечӗ те ҫук, ҫапах вӗсене Турӑ тӑрантарать. Эсир вӗҫен кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах! 25Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ? 26Ҫапла вара, пӗчӗкҫӗ ӗҫе те тӑваймастӑр пулсан, ыттишӗн мӗн кулянатӑр эппин? 27Чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ, анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман. 28Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и? 29Ҫапла вара, мӗн ӗҫес-ши, мӗн ҫиес-ши тесе ан тӑрмашӑр, ан пӑшӑрханӑр. 30Ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак тӗнче ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать. 31Эсир чи малтан Турӑ Патшалӑхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ. 32Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ. 33Хӑвӑрӑн пурлӑхӑра сутӑр та чухӑнсене пулӑшӑр. Вара хӑвӑршӑн тӳпере арканми арча, иксӗлми пурлӑх хатӗрлесе хурӑр. Унта вӑрӑ та пымасть, кӗве те ҫимест. 34Сирӗн пурлӑхӑр ӑҫта, чун-чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT