Luke 14:15-24
Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 22:1-10)
15Ҫавна илтсен Унпа пӗрле сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри: «Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ!» – тенӗ Ӑна. 16Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Пӗр ҫын пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрленӗ те йышлӑ хӑна чӗннӗ. 17Ӗҫсе ҫиме вӑхӑт ҫитсен вӑл чӗнсе хунисем патне хӑйӗн чурине: „Ӗнтӗ апат-ҫимӗҫ пӗтӗмпех хатӗр, пырӑр“, – тесе калама янӑ. 18Анчах чӗнсе хунисем, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, тӗрлӗрен сӑлтав тупса каҫару ыйтнӑ. „Эпӗ ҫӗр илтӗм, ҫавна пӑхма манӑн халех каймалла. Тархасшӑн, каҫар мана“, – тенӗ ӑна пӗри. 19„Эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, вӗсене ҫӳретсе пӑхма каятӑп. Тархасшӑн, каҫар мана“, – тенӗ тепри. 20Виҫҫӗмӗшӗ тата: „Эпӗ нумай пулмасть авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп“, – тенӗ. 21Вара чури тавӑрӑннӑ та ҫавӑн ҫинчен хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи ҫилленсе ҫитсе хӑйӗн чурине ҫапла хушса янӑ: „Часрах кай та хула урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсенчи кӗлмӗҫсене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене кунта чӗнсе кил“. 22Чӗннисем пуҫтарӑнсан, чури каланӑ: „Хуҫам! Пӗтӗмпех эсӗ хушнӑ пек турӑм, сӗтел хушшинче татах вырӑн пур-ха“, – тенӗ. 23„Эсӗ эппин хула ҫумӗнчи тӗттӗм, пушӑ ҫул-йӗрсем тӑрӑх кай та тӗл пулакансене хистесех кунта чӗн, килӗм тулли хӑна пултӑр, – тенӗ хуҫи чурине. 24– Калатӑп сире: чӗнсе хунисенчен пӗри те манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗре лараймӗҫ, мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «мӗншӗн тесен чӗнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал» сӑмахсем ҫук.
“».
Copyright information for
ChvIBTNT