‏ Luke 17:1-2

Ҫылӑха кӗресси, каҫарасси, ӗненесси ҫинчен

(Мф. 18:6-7, 21-22; Мк. 9:42)

1Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Этемӗн ҫылӑха кӗресси пулатех, анчах илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хуйхӑ пулӗ. 2Ӑна, мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртнинчен лайӑхрах пулӗччӗ.
Copyright information for ChvIBTNT