‏ Luke 18:18-30

Иисуспа пӗр пуян ҫамрӑк

(Мф. 19:16-30; Мк. 10:17-31)

18Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: «Эй, Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?» 19Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 20Пил-хушусене эсӗ пӗлетӗн: мӑшӑрна ан ултала, ан вӗлер, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, аҫу-аннӳне хисепле». 21«Эпӗ вӗсене пурне те мӗн ачаранах пӑхӑнса пурӑнатӑп», – тенӗ лешӗ. 22Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн ӗнтӗ пӗри ҫитеймест. Хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх ҫӳл тӳпере пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».

23Капла каланине илтсен пуян ҫын салхуланнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑ. 24Иисус вара, вӑл салхуланнине курса, ҫапла каланӑ: «Пуянсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле йывӑр! 25Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». 26Ҫакна илтнӗ ҫынсем: «Эппин кам ҫӑлӑнма пултарӗ?» – тесе ыйтнӑ. 27Иисус каланӑ: «Этем пултарайманнине Турӑ пултарать». 28Петр Ӑна каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр». 29Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам та кам хӑйӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене Турӑ Патшалӑхӗшӗн пӑрахать, 30вӑл кунти пурӑнӑҫрах чылай ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ».
Copyright information for ChvIBTNT