‏ Luke 19:11-27

Вунӑ мина укҫа ҫинчен каланӑ ытарлӑх

(Мф. 25:14-30)

11Ҫакна итлекен ҫынсене Вӑл тата тепӗр ытарлӑх каласа панӑ. Иисус Иерусалималла ҫывхарса пынӑҫемӗн ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шутланӑ. 12Иисус ҫапла каланӑ: «Пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе тавӑрӑнас тесе, инҫетри ҫӗр-шыва кайма хатӗрленнӗ. 13Вӑл вунӑ чурине чӗннӗ те кашнинех пӗрер мина укҫа парса каланӑ: „Эпӗ тавӑрӑниччен эсир ҫак укҫана ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“, – тенӗ. 14Анчах ҫав ҫӗр-шывра пурӑнакансем ӑна курайман пирки: „Вӑл пирӗн патша ан пултӑр!“– тесе калама ун хыҫӗнчен хӑйсен ҫыннисене янӑ. 15Хайхискер, патшана ларма ирӗк илсе тавӑрӑнсан, кӗмӗл укҫа парса хӑварнӑ чурисене чӗнтернӗ те кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине тӗпчеме тытӑннӑ. 16Пӗр чури пынӑ та: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина вунӑ мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ. 17„Аван, эсӗ ырӑ чура! Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана вунӑ хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ ӑна хуҫи. 18Унтан иккӗмӗш чури те: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ. 19„Сана та пилӗк хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ хуҫи ӑна. 20Кайран виҫҫӗмӗшӗ пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам! Акӑ эсӗ парса хӑварнӑ мина, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм. 21Эпӗ санран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын: памасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн“. 22Хуҫи ӑна каланӑ: „Эй, усал чура! Эпӗ сана хӑвӑн сӑмахусемпех айӑплатӑп! Эпӗ хытӑ чунлӑ пулнине, памасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине эсӗ пӗлнӗ. 23Апла мӗншӗн ман кӗмӗл укҫана усламҫӑсене те пулин памарӑн? Тавӑрӑнсан эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм“. 24Унтан хуҫа хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: „Унри пӗр мина укҫана илӗр те вунӑ мина укҫаллӑ чурама парӑр“. 25„Хуҫамӑр, унӑн ахаль те вунӑ мина пур вӗт“, – тенӗ лешсем. 26„Калатӑп сире: камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пур пеккине те туртса илӗҫ, – тенӗ хуҫа. 27– Эпӗ хӑйсен патши пулнипе килӗшмен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам куҫ умӗнчех вӗлерӗр“».
Copyright information for ChvIBTNT