‏ Luke 19:28-40

Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни

(Мф. 21:1-11; Мк. 11:1-11; Ин. 12:12-19)

28Ҫакна каласан Иисус малалла кайнӑ. Вӑл Иерусалим хулинелле хӑпарса пынӑ. 29Елеон текен ту патӗнчи Вифагипе Вифани патне ҫывхарсан Вӑл икӗ вӗренекенне 30ҫапла каласа янӑ: «Хамӑр умра ларакан ҫак яла кайӑр. Эсир унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака курӑр, ун ҫине ку таранччен никам та утланса ҫӳремен. Эсир ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр. 31Кам та пулин сирӗнтен: „Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?“– тесе ыйтсан, „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ“, – тейӗр». 32Вӗренекенӗсем яла ҫитсен пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. 33Ашакне вӗҫертнӗ чух хуҫисем вӗсенчен: «Ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр?» – тесе ыйтнӑ. 34«Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ», – тенӗ лешсем. 35Унтан вӗсем ашак тихине ҫавӑтса пынӑ та ун ҫине хӑйсен тумтирне хунӑ, ашак ҫине Иисуса утлантарнӑ. 36Ашак ҫине утланнӑ Иисус пынӑ чух ҫынсем хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ.

37Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли вырӑна ҫитсен вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ мӗн пур хӑватсемшӗн Турра мухтаса, савӑнса хытӑ кӑшкӑрма пуҫланӑ: 38«Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патша мухтавлӑ! Пӗлӗт ҫинче канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав пултӑр!» 39Халӑх хушшинчен хӑш-пӗр фарисейсем Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, Хӑвӑн вӗренекенӳсене чар!» – тенӗ. 40«Калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене хирӗҫ, – вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрма пуҫлӗҫ».
Copyright information for ChvIBTNT