Luke 20:1-8
Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?
(Мф. 21:23-27; Мк. 11:27-33)
1Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ чух, Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ та: 2«Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ. 3– 4«Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. – Калӑр-ха Мана, Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен е этемрен пулнӑ?» 5Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, „Эсир мӗншӗн Иоана ӗненмерӗр?“– тейӗ Вӑл. 6„Этемрен“, – теес, пӗтӗм халӑх пире чулпа пере-пере вӗлерӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иоана пророк тесе шанать». 7Вара вӗсем: «Пӗлместпӗр!» – тесе хуравланӑ. 8«Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тенӗ вӗсене Иисус.
Copyright information for
ChvIBTNT