Luke 20:20-26
Рим патшине тӳлемелли налук
(Мф. 22:15-22; Мк. 12:13-17)
20Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ. Пуҫлӑхсен, влаҫсен аллине тытса памашкӑн Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупас тесе Ун патне вӗсем ырӑ пуланҫи чее ҫынсене янӑ. 21Лешсем вара Иисусран ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине тата ҫынна вӑл кам пулнине кура хакламаннине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ, чӑнах та, Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. 22Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и?» 23Иисус вара, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? – тенӗ. 24– Укҫӑра кӑтартӑр-ха Мана. Ун ҫине кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» Вӗсем Ӑна хирӗҫ: «Патшанне», – тесе тавӑрнӑ. 25Иисус вӗсене каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». 26Ҫапла вӗсем Иисус ҫын ҫинче каланӑ сӑмахӗнче айӑп тупайман, Унӑн хуравӗнчен тӗлӗнсе шӑпланнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT