‏ Luke 20:27-40

Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни

(Мф. 22:23-33; Мк. 12:18-27)

27Кайран Иисус патне вилнисем чӗрӗлессине ӗненмен саддукейсенчен хӑшӗ-пӗрисем пырса ҫапла ыйтнӑ: 28«Вӗрентекен, Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин авланнӑ пиччӗшӗ ача-пӑчасӑр вилсен, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 29Пӗр кил-йышра ҫичӗ пӗртӑванччӗ. Асли авланчӗ те ача-пӑча хӑвармасӑрах вилчӗ. 30Вара ун арӑмне иккӗмӗшӗ качча илчӗ, вӑл та ача-пӑча хӑвармасӑр вилчӗ. 31Унтан ҫав хӗрарӑмпа виҫҫӗмӗшӗ пӗрлешрӗ. Ҫапла ҫичӗ тӑванӗ те ӑна качча илчӗҫ, анчах пурте ачаллӑ пулаймасӑрах вилчӗҫ. 32Пуринчен кайран хӗрарӑмӗ те вилчӗ. 33Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха».

34Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Ҫак пурӑнӑҫра пурӑнакансем авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ. 35Анчах та лери пурӑнӑҫра вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ. 36Вӗсем ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем – Турӑ ачисем, ангелсемпе танах вилӗмсӗр. 37Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ вырӑн пур. Хуҫамӑр унта ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – тенӗ. 38Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Уншӑн пурте чӗрӗ». 39Вара хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем Ӑна хирӗҫ: «Вӗрентекен, Эсӗ аван каларӑн», – тенӗ.

40Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗри те Иисуса ыйтусем пама хӑяйман.

Турӑ Суйласа илни кам йӑхӗнчен пулмалла?

(Мф. 22:41-46; Мк. 12:35-37)

Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ:
Copyright information for ChvIBTNT