‏ Luke 20:9-19

Усал пахчаҫӑсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх

(Мф. 21:33-46; Мк. 12:1-12)

9Кайран Иисус халӑха ҫакӑн пек ытарлӑх каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ та ӑна тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварса хӑй нумайлӑха тухса кайнӑ. 10Иҫӗм ҫырли пухма вӑхӑт ҫитсессӗн ҫав хуҫа чурине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ. Анчах лешсем ӑна хӗнесе тӑкнӑ та пуш алӑпах кӑларса янӑ. 11Вара вӑл тата тепӗр чурине янӑ. Пахчаҫӑсем ӑна та хӗнесе-вӑрҫса нимӗнсӗрех янӑ. 12Вара вӑл виҫҫӗмӗш чурине ярса пӑхнӑ. Лешсем ӑна аманичченех хӗненӗ те пахчаран кӑларса пӑрахнӑ. 13Унтан пахча хуҫи: „Мӗн тӑвам-ши? Юратнӑ ывӑлӑма ярса пӑхам-ха, тен, ӑна курсан, вӑтанӗҫ“, – тенӗ. 14Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“, – тесе шут тунӑ. 15Вӗсем вара ӑна пахчаран илсе тухнӑ та вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи вӗсене мӗн тӑвӗ? 16Вӑл килсе ҫав пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене парӗ». Ҫак ытарлӑха итлекенсем вара: «Ун пек ан пултӑрах!» – тенӗ. 17Анчах та Иисус вӗсене тинкерсе пӑхнӑ та: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ“, – тесе ҫырни мӗне пӗлтерет? 18Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ», – тенӗ. 19Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ.
Copyright information for ChvIBTNT