Luke 21:5-19
Турӑ Ҫуртне аркатасси ҫинчен
(Мф. 24:1-2; Мк. 13:1-2)
5Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен: «Вӑл епле капмар! Ӑна хаклӑ чулсемпе, Турра парнеленӗ япаласемпе илемлетнӗ», – тесе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: 6«Вӑхӑт ҫитӗ, эсир ҫакӑнта куракан ҫуртсене пӗтӗмпех аркатӗҫ, чул ҫинче чул та юлмӗ». 7«Вӗрентекен, вӑл хӑҫан пулӗ? Ҫавӑ пуласса мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 8Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра илӗртсе улталасран асӑрханӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: „Эпӗ – Христос!“– тейӗҫ. „Ӗнтӗ вӑхӑт пӗтесси ҫывӑх!“– тейӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. 9Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ҫавӑ малтан пулмалла, анчах ун хыҫҫӑн та тӳрех вӑхӑт пӗтмӗ-ха». 10Иисус татах каланӑ: «Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ; 11вырӑнӑн-вырӑнӑн питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем, выҫлӑх ҫулсем тата вӗлерекен чир-чӗрсем пулӗҫ. Тӳпере хӑрушӑ пулӑмсемпе аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ. 12Ҫаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятӑмшӑн сирӗн ҫине алӑ ҫӗклӗҫ, синагогӑсемпе тӗрмесене тытса парса хӗсӗрлӗҫ, пуҫлӑхсемпе патшасем умне илсе пырса тӑратӗҫ. 13Ҫакӑ йӑлтах Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн пулӗ. 14Ҫакна чӗре варне хурӑр: мӗн тавӑрса калас-ши тесе малтанах ан кулянӑр, 15мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ. 16Тата сире аҫӑр-аннӗрсем те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те сутӗҫ, сиртен хӑшне-пӗрне вӗлерӗҫ. 17Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. 18Анчах та сирӗн пуҫӑр ҫинчи пӗр ҫӳҫ пӗрчине пӗтерни те Турӑ ӗҫӗшӗн усӑсӑр пулмӗ. 19Чӑтӑмлӑ пулнипе чунӑрсене ҫӑлса хӑварӑр».
Copyright information for
ChvIBTNT