‏ Luke 22:47-53

Иисуса тытни

(Мф. 26:47-56; Мк. 14:43-50; Ин. 18:3-11)

47Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чух унта пӗр ушкӑн халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсен умӗнче Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ. Вӑл Иисуса чуптума Ун умне пырса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иуда лешсене: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ», – тесе паллӑ пама пулнӑ
Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «мӗншӗн тесен Иуда лешсене: „Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ“, – тесе паллӑ пама пулнӑ» сӑмахсем ҫук.
.
48Иисус вара ӑна каланӑ: «Иуда, Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-и?»

49Иисуспа пӗрле пулнисем, ӗҫ-пуҫ епле кайнине курсан: «Хуҫамӑр, хӗҫсене кӑларар мар-и?» – тенӗ Ӑна. 50Вӗсенчен пӗри аслӑ священникӑн чурине хӗҫпе сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. 51Иисус вӗсене каланӑ: «Чарӑнӑр, ҫитӗ!» Унтан Вӑл ҫав тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ. 52Хӑйне тытма пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫурчӗн хурал пуҫлӑхӗсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Иисус ҫапла каланӑ: «Эсир Мана тытма, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе килтӗр. 53Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр».
Copyright information for ChvIBTNT